Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлỹ тĕнчине çул уçрĕ

Пĕлỹ тĕнчине çул уçрĕ

Цитата

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Малашлăхри ăнăçу вĕрентỹ пахалăхĕнчен тата тĕрлĕ енлĕ аталаннинчен нумай килет. Çĕршывăн кирек хăш регионĕнче те пĕлỹ илме тата тавра курăма анлăлатма пулăшакан майсем туса памалла.

Паллах, классене вĕрентỹ хатĕрĕсемпе, учебниксемпе тивĕçтерессин, ачасене вĕри апат çитерессин, кружоксемпе секцисен ĕçне йĕркелессин, кадрсен ыйтăвне татса парассин пахалăхĕ чи çỹллĕ шайра пулмалла. Раççейре пĕтĕмĕшле пĕлỹ парассине чи лайăх методикăсене тĕпе хурса йĕркелемелле.

РФ Президенчĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕн тата наци проекчĕсен канашĕн ларăвĕнче каланинчен.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи шкулсен парттисен хушшине 1306 вĕренекен ларнă, вĕсенчен пĕрремĕш класа 84 вĕренекен ура ярса пуснă. Çак кун кашни шкултах уяв мероприятийĕсем иртнĕ.

Елчĕкри вăтам шкулта Пĕлỹ кунĕпе çыхăннă мероприятире асăннă юрă тĕп вырăнта пулчĕ тесен те йăнăш мар. Унăн асамлă кĕввипех аслă классенче вĕренекенсем вальс çавăрăнчĕç, ачасем хăйсем юратнă учителĕсене хĕлхеммĕн çунакан чечексем парнелерĕç. Сар хĕвел питĕнчи кашнин ăшă кулли те уяв пĕлтерĕшне ỹстерчех.

Пуçтарăннă йышлă халăха малтанах шкул директорĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лариса Васильева саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал шкулта парта хушшине 698 (округĕпе — 1307) ача ларĕ. Вăл шутран 1-мĕш класра — 52-н (86), 11-мĕшĕнче 35-ĕн (68) пулĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев педагогсемпе вĕренекенсене малашне те тĕрлĕ шайри пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕ, ашшĕ-амăшне яланах шкулпа тачă çыхăнура пулма сĕнчĕ. Вăл пултаруллă ачасемпе педагогсене ГСВГ ветеранĕсен правленийĕн Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Саламлакансен йышĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă аякри хăнасем те пулчĕç. Шупашкарти «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов, Вăрнарти «СОМ» предприятин тĕп директорĕ Федор Волков хăйсен шкул çулĕсене ырăпа аса илчĕç. Вĕсем те пушă алăпа килмен: спортра çĕкленекенсен пысăк йышне Хисеп грамотисем, ыттисене кĕнекесем пани — умри тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарни.

Пĕлỹ кунĕпе пухăннисене çавăн пекех район прокурорĕ Александр Кудряшов, ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен Елчĕк халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центрти консультант Екатерина Савинова саламларĕç, Елчĕкри çветтуй Александр Невский кнеç ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей пĕтĕм ачапа вĕрентекене сăвапланă шывпа сапса тухрĕ.

Хăнасем тĕп мероприяти хыççăн шкул умне хунавсен лартрĕç, ачасемпе акт залĕнче пĕрремĕш урок ирттерчĕç.

Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем пуçласа парта хушшине ларакансене пĕчĕк парнесем — куллен кирлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем парнелерĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава янраттарма вара пулас выпускник Даниил Патшин тата 1-мĕш класа вĕренме килнĕ Виктория Курилова тивĕçрĕç. Йĕс шăнкăравăн уçă янăравĕ Кĕçĕн Пăла тăрăх аякка кайрĕ пулинех…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code