Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кевер туй хуçисем

Кевер туй хуçисем

Çакăн пек пĕр паллă мăшăрпа паллаштарас тетĕп сире, хисеплĕ вулакансем.

60 çул каялла, 1964 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Сăрьел ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Рифкат Сабировичпа Гельфия Мингазетдиновна пĕр хушамат, Харисов, илнĕ.

Рифкат çак ялтах 1940 çулхи çу уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн салтака кайма ят тухичченех «Марс» хуçалăхра ĕçленĕ. Çартан таврăнсан каччă хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Ялти клубра 4 çул культура ĕçне йĕркелесе пынă. Çак вăхăтра куç хывнă та ĕнтĕ каччă чечек пек хитре те ĕçчен Гельфийăна. Хĕр те юратăвне çирĕплетсе мăшăр пулма килĕшнĕ.

Рифкат малалла вĕренес ĕмĕте пĕрре те çухатман, пĕлĕвне ỹстерсех пынă, вăтам шкула куçăмсăр майпа пĕтернĕ. Унтан Совет парти шкулĕнчен экономист пулса тухнă. «Победа» хуçалăхра экономист пулса тăрăшнă. 1973 çултан Елчĕк райповĕн тытăмĕнче ĕçленĕ, 1976 çулта райпо председателĕнче вăй хунă. Кайран тата 10 çул хушши заместитель пулса тăрăшнă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Рифкат Сабирович питĕ нумай Хисеп, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Унăн сăнĕ нумай хутчен Хисеп хăми çинче те тăнă. «Отличник советской потребительской кооперации» паллăна тивĕçнĕ вăл. Çемье архивĕнче хаклă хутсемпе пĕрле медальсем те упранаççĕ. 80 çул тĕлне Рифкат Сабировича Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ «Хисеплĕ гражданин» сумлă ята панă.

Рифкат Сабирович обществăлла ĕçре хастар, хăйĕн çурчĕ çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 45 çул çитнине халалласа аллея лартса ỹстернĕ. Вăл пуçарнипе ялта 2010 çулта «Марс» хуçалăх ертỹçи пулнă, Совет Союзĕн Геройне А.Кочеткова хăйĕн укçи-тенкипе самолет-истребитель илсе панă А.Г.Гаязова халалласа палăк лартнă.

Унăн пуçарăвĕпех халăх укçа-тенкĕ хывса ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ.

«…»

Зинаида ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code