Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Анлă сарăлнă чир

Анлă сарăлнă чир

Паян онкологи чирĕсем чи анлă сарăлнисем шутланаççĕ, чылай чухне вĕсем вилĕм патне илсе çитереççĕ.

Рак чирне организмра усал клеткăсем çуралса хăвăрт аталанса пыни темелле. Унăн формисемпе тĕсĕсем тĕрлĕрен. Ку чир, тĕпрен илсен, систермесĕр, ерипен аталанса пырать, хăйĕн паллисене чылай чухне кая юлса кăтартать. Кун пек чухне вара çынна сыватма питĕ йывăр.Çавăнпа та рак чирне маларах, пуçламăш тапхăртах, тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чире маларах тупса палăртнă тĕслĕхсенчен 80 процентне сыватма май пур.

Çынна хăй тĕллĕн ку чире тупса палăртма йывăр. Çавăнпа та медицина тĕрĕслевĕсем витĕр тăтăшах тухма тăрăшмалла. Чирĕн аяларах кăтартнă паллисем сире тухтăр патне пĕр тăхтаса тăмасăр çитме хистĕç.

Хăвăрта сыв мар пек туйăм тăтăшах пулни, пĕр сăлтавсăрах кĕлеткен йывăрăш виçи чакни (уйăхра, сăмахран, 5 кг таран), апат çиес килни чакни, тăтăшах ывăнни, апат улшăннине туйни (аш-какай продукчĕсем пачах та çиес килменни), тур паллин сарлакăшĕ, тĕсĕ улшăнни, ỹт тĕсĕ урăхланни (кĕçĕттерни, типме пуçлани, шуранкăланни), сурансем чылай вăхăт пирчеменни, туалетра тула тухнă чухне каяшсенче юн палăрни, каяш хытă е шĕвек тухни — тухтăр патне кайса тĕрĕслеттермелли сăлтав.

Рак чирĕ пулнине мĕнле майсемпе палăртаççĕ-ха?

Пĕрремĕшĕ — юна пĕтĕмĕшле анализ туса. Вăл организмра шыçă пуçарса яма пултаракан япаласем пуррине систерет. Иккĕмĕшĕ — ỹпкене флюорографи урлă тĕрĕслеттерни. Вăл ỹпке ракне асăрхама пулăшать. Виççĕмĕшĕ — УЗИ, кашни органа тĕрĕслесе унта онкологи пуррипе çуккине палăртма пулать. Тăваттăмĕшĕ — эндоскопи. Ун тăрăх апат хуранĕнче, йĕпе пырта, 12 пумăклă пыршăра шыçăсене асăрхама май пур. Каяша вăрттăн юнран тĕрĕслеттерни те апат ирĕлтерекен органсенчи чирсене тупса палăртма пулăшать. Хĕрарăмсен кăкăр ракĕ пулсан маммографи ăна ăнăçлă кăтартса парать.

Чир пирки иккĕленỹ пулсан тухтăр тата ытти тĕпчевсем те сĕнме пултарать. Рак чирне маларах тупса палăртни ăна малалла ăнăçлă сиплеме май парать.

Владимир ФРОЛОВ,
Елчĕкри тĕп больницăн онколог тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code