Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырăнти ĕç-хĕле вăйлатма

Вырăнти ĕç-хĕле вăйлатма

Округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче «Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕ» Ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, округ пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен начальникĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Тĕл пулура хускатнă ыйтусем, паллах, пурте вырăнти хăй тытăмлăх органĕн аталанăвĕпе çыхăннă. Тĕп енсенчен пĕри — муниципаллă пĕрлешỹре территорин обществăлла хăй тытăмлăхне (ТОС) йĕркелесси. Кун пирки хаçатра та пĕр хутчен мар çырнă-ха.

Хальхи вăхăтра, Леонард Левый пĕлтернĕ тăрăх, округра 2 ТОС ĕçлет, 3-шĕ — йĕркеленỹ тапхăрĕнче. Вĕсем ялсенче кирлех. Пĕрлĕхре тĕрлĕ проектсене ĕçе кĕртме меллĕ. Грант конкурсĕсенче çĕнтерсе тивĕçнĕ нухратпа вырăнта пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те пурнăçлама пулать.

Ял аталанăвĕнче староста та (округра 52-н) пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем тата общество ĕçĕн ытти хастарĕсем тăрăшнипе «Пуçару бюджечĕн» программипе ăнăçлă ĕçлесси, территорисене тирпей-илем кĕртесси çирĕпленсе пырать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен акцисем те вăй илни куç умĕнче.

Канашлура «Тухăçлă муниципалитет» пилотлă проект пирки сăмах пуçарнă. Унăн тĕллевĕ — вырăнсенче ĕç тухăçлăхне ỹстересси, бюрократла йĕркесене чакарасси, хушусене срокра та тивĕçлĕ пурнăçласси.

Кадрсен потенциалĕпе çыхăннă ыйтусенчен те пăрăнса иртмен канашлăва хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code