сывлăх шкулĕн черетлĕ занятийĕнче калаçу сăра-эрех сиенĕ пирки пынă.
Профилактика мероприятийĕ авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пыракан Пĕтĕм Раççейри «Урă пурнăçшăн» акципе килĕшỹллĕн иртет. Рената Шакова психиатр-нарколог врач, пациентсемпе пĕр чĕлхе тупма хăнăхнăскер, усал шĕвек организма мĕнле сиен кỹни çинчен каласа панă, тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Паян вăл асăннă темăпа Чăваш наци радиовĕн «Елчĕк хыпарĕсем» радиоперадачăра та калаçнă.