Елчĕкри тĕп больницăра специалистсем çитменни вăрттăнлăх мар.
Нумаях пулмасть вара коллектива тỹрех икĕ тухтăра йышăннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ Анита Алексеева участокри терапевт врач (пĕрремĕш сăн ỹкерчĕкре) Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тухтăр амбулаторийĕнче ĕçлеме пуçăннă. Хăйĕн пĕрремĕш «визитне» вăл юнашарах вырнаçнă ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра йĕркеленĕ. Унта канлĕх тупнисем çамрăк сиплевçĕн ĕçĕпе кăмăллă юлнă.
Наталья Шакова та (иккĕмĕш сăн ỹкерчĕкре) асăннă аслă шкулта çав специальноçах алла илнĕ. Вăл вара Аслă Таяпари врач амбулаторине куллен çул тытĕ. Ĕç опычĕпе пуянланса пыма ăна тĕп больницăрах чылай çул психиатр-наркологра вăй хуракан амăшĕ — Рената Николаевна та пулăшса пырĕ.
Сывлăх учрежденийĕн ертỹçи Надежда Уркова ĕнерхи студентсене сиплев ĕçĕнче ăнăçу суннă.