Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Уçă турнирта

Шупашкарта пирĕн ентеше, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса йывăр атлетсен республикăри уçă турнирне ирттернĕ

Çуллахи каникулта Александр Портновпа Борис Клементьев тренерсем ертсе пыракан округ команди ăмăртусене хутшăнсах кайман пулин те, çĕнĕ сезона аван кăтартусемпе пуçланă. Матвей Романов, Никита Яковлев, Тихон Александров, Матвей Горшков, Антон Айметов, Даниил Немцев, Дмитрипе Артемий Перцев хăйсен виçисенче ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннисем — тăххăрăн.

Спонсор пулăшнипе

Лаш Таяпара вара ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов ячĕпе ăмăрту йĕркеленĕ.

14-мĕш хут иртнĕ кроса тăватă округри 130 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕсем Валентин Даваловпа Николай Анисимов тата ыттисем саламланă.

Атлетсем, ỹсĕме кура, 500, 1000, 2000, 3000 метра чупнă. Пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăпарнă ентешсенчен çаксем: Михаил Миллин (Елчĕк шкулĕ), Артем Перепелкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Самира Сабитовăпа Егор Мустаев (Лаш Таяпа), Анастасия Тихонова (Кушкă). Вĕсем тата ытти çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ăмăртăвăн яланхи тĕп спонсорĕн — Владимир Меметов спорт мастерĕн кандидачĕн дипломĕсемпе медалĕсене, парнисене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code