Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Пĕрле коррупцие хирĕç»

«Пĕрле коррупцие хирĕç»

2024 çулта Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратури «Пĕрле коррупцие хирĕç» Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен социаллă коррупцие хирĕç реклама конкурсне йĕркеленĕ.

Конкурса 16-25 çулхи çамрăксене йыхравлаççĕ. Вĕсен «Пĕрле корруцие хирĕç» темăпа коррупцие хирĕç кĕрешнĕ чухне усă куракан шухăшсемпе çыхăнтарса конкурс ĕçĕсем хатĕрлемелле. Çавăн пекех çак енĕпе тĕнче шайĕнчи хутшăнусен пĕлтерĕшне тата вырăнне кăтартса памалла. Конкурс виçĕ номинаципе иртет: «Чи лайăх плакат», «Чи лайăх ỹкерчĕк» тата «Чи лайăх видеоролик». Çавăн пекех кĕрешĕве виçĕ ỹсĕмри çамрăксем валли йĕркеленĕ: 10-15, 16-20, 21-25 çулхисем.

Конкурс ĕçĕсене 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: www.anticorruption.life Ăмăрту йĕркипе тата условийĕпе, ĕçсене мĕнле хак панипе www.anticorruption.life сайтра паллашма пулать.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code