Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Героя асăнса

Елчĕкри «Улăп» ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, РФ спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров гвардин аслă лейтенантне асăнса шкул ачисен кире пуканĕ спорчĕн иккĕмĕш турнирĕ иртнĕ.

Унта ултă шкулти спортсменсем хăйсен ỹсĕмне кура пурĕ 17 виçе категорийĕнче тупăшнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçат редакторĕ Николай Малышкин тата Геройăн ашшĕпе амăшĕ Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна Петровсем саламланă.

Командăсен тупăшăвĕнче виçĕ ушкăнра та кубоксене Курнавăшсем çĕнсе илнĕ. Команда йышĕнче — 9 çĕнтерỹçĕ тата 6 призер. Ертỹçи — Анатолий Константинов. Çĕнĕ Пăвасемпе Елчĕксен виçшер, Çирĕклĕ Шăхальсемпе Патреккелсен пĕрер 1-мĕш вырăн. Павел Алексеевпа (Çĕнĕ Пăва) Егор Смирнов (Курнавăш) Раççей Геройĕ ăмăртнă 73 килограма çитичченхи виçере мала тухса ятарлă призсене тивĕçнĕ. Чи çамрăк атлет — Николай Петровăн пилĕк çулхи Дмитрий шăллĕ те парнесĕр юлман.

Турнира ирттерме Петровсен çемйи, Игорь Михайлов, Андрей Михайлов, Сергей Емельянов, Алексей Григорьев, Сергей Никифоров пысăк пулăшу панă.

«Пурнăç патне — 10 пин метр»

Асăннă акцие тĕпе хурса Елчĕкри культурăпа кану паркне округ администрацийĕн ĕçченĕсем, пенсионерсен Союзĕн членĕсем, ялăн хастар çыннисем тухнă.

Пурте пĕрле хускану тунă хыççăн вĕсем çаврăм хыççăн çаврăм тунă чупу трасси çинче. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, кунне 7-8 çухрăм е 10 пин метр утни сывлăхшăн питĕ усăллă — чĕрепе, диабетпа чирлессинчен, депрессирен, самăрланассинчен сыхлать. Эппин, ирсерен е каçсерен утăм хыççăн утăм тăвар.

Шăнкăртамри

«Чунпа ватăлмаççĕ ветерансем» культурăпа спорт фестивальне Елчĕксем те хастар хутшăннă.

Вĕсем медальсене спортăн ултă тĕсĕнче çĕнсе илнĕ. Сăрьелĕнчи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зевдет Салахутдинов ертсе пыракан «Дуслык» ушкăн юрă-кĕвĕпе хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Каллех Лаш Таяпасем

Йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокĕн» юлашки турĕ вĕçленнĕ. Ăна, яланхиллех, Аслă Елчĕкри футбол уйĕнче ирттернĕ.

Ултă командăран пĕтĕм вăййа çухатусăр вĕçлесе кубока «Лаш Таяпа» ушкăн çĕнсе илнĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче — Аслă Пăла Тимешсемпе Елчĕксем. Александр Сыков хапхаçă, Владимир Викторов хỹтĕлевçĕ, Денис Пешкумов тапăнса вылякан чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

Лаш Таяпасем Тутарстанри Пăва районĕнчи Мăкăр ялĕнче СВОра пуçне хунă Дмитрий Сергеева асăнса ирттернĕ футбол турнирĕнчен те çĕнтерỹпе таврăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code