Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçатпа туслă çемье

Хаçатпа туслă çемье

Хаçатăн вăйĕпе çивĕчлĕхне шута илсе иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех çĕршывăн пĕр паллă çынни ун пирки коллективлă организатор тесе палăртнă. Тĕп информатор тени те тĕрĕсех-тĕр. Çавăнпа округри 3 пин ытла çемье илсе тăрать те ĕнтĕ «Елчĕк ене». Вăл шутра — Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Алефтина Плотникова та.

— Хаçатсăр, уйрăмах вырăнта тухса тăракан изданисĕр мĕнле пурăнăн? — шухăшне пĕлтерет Алефтина Деомидовна. — «Победа» хуçалăхра 30 çул ытла склад заведующийĕ пулса ĕçленĕ май, унăн çитĕнĕвĕсемпе тата округ пурнăçĕпе кăмăлтан паллашатăп. Халĕ, акă, вунă куна йỹнĕ хакпа çырăнтарма пуçлаççĕ. Çакăнпа та усă курса юлар.

Сăмах май, А.Плотникован мăшăрĕ Владимир Михайлович та округ хаçачĕн çывăх тусĕ: вăл вырăнти историпе çыхăннă статьясем пичетлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code