Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыру çыратпăр салтаксем патне…

Çыру çыратпăр салтаксем патне…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне салам çырăвĕсем шăрçаларĕç. Хĕсметри ентешсем валли парне пуçтарасси, çырусем çырасси хăнăхнă ырă пулăм тесен те йăнăш мар. Çырусем маларах та ăсатнăччĕ. Çак ĕç çитĕнекен ăрăва çар операцийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшать, вĕсенче патриотла туйăма вăратать.

Хĕрỹ вырăнти кашни самант хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн салтаксемшĕн каннă вăхăтра тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. «Хăвăрăн чун-чĕререн тухакан сăмахсем пулччăр. Пĕчĕк çырусем пулсан та, вĕсем салтаксен кăмăл-туйăмне хускатаççех», — тесе палăртрĕ Любовь Адюкова учитель 7-мĕш класра вĕренекенсене. Çырусене кирлĕ çĕре çитерсе пама вара маларах кунти шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем пулăшаççĕ.

Л.ГЕРАСИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code