Уроксем вĕçленнĕ. Учительсен пỹлĕмĕпе юнашар класра хĕр ачасем хуллен юрлани илтĕнет. Апла пулсан, Маргарита Перепелкина вĕрентекен ертсе пыракан «Алă ăстисем» кружока çỹрекенсем черетлĕ занятие пуçтарăннă. 40 çул ытла пулса иртнĕ самантсем ĕнерхи кунри евĕр туйăнса тăраççĕ.
Ачалăхăн ытларах кунĕсем Хăвăлçырма ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта иртнĕн туйăнаççĕ мана. Шкулти уроксемсĕр пуçне вĕренекенсем хушма пĕлỹ илес тесе тĕрлĕ кружока çỹреме пултаратчĕç. 70-80-мĕш çулсенчех. Хĕр ачасем вара, ытларах пайĕ, ĕç урокне ертсе пыракан Маргарита Петровна çумĕнчеччĕ. Хĕрсене алă ĕçне пĕлни пурнăçра сывлăш пек кирлине пĕлтеретчĕ вĕрентекен. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхтарса пыратчĕ вăл ачасене алă ĕçне. Хитре салфеткăсемпе ал тутрисем тĕрлеме, кĕпесем çĕлеме, кофтăсемпе юбкăсем çыхма хăнăхнă шкул сакки çинчех Хăвăлçырма хĕрĕсем.
— Кашни çулах, хăнăхнă йăлапа, Хĕрарăмсен кунне чысласа шкулта алă ĕçĕсен куравне ирттернĕ. Унта тăратнă экспонатсемпе паллашнă хыççăн, 4-8 классенче вĕренекен хĕр ачасем çакăн пек хитре тĕрлеме, эрешлесе çыхма, тĕрлĕ модăллă кĕпесем çĕлеме пултарнинчен чăннипех тĕлĕнетчĕç, — аса илет 86 çулхи ветеран-педагог.
Маргарита Петровна 27 çул ачасене ĕçе вĕрентнĕ. Ĕç урокĕсене чăн-чăн хаклас тесен, ачасем урокра тăвакан ĕçсемпе паллашни çеç кирлĕ. Хĕр ачасем унта çĕленĕ кĕпе-йĕм, тĕрленĕ-çыхнă япаласем çемьешĕн те усăллă пулнă.
— Манăн анне те çĕлеме пĕлмест. Тепĕр тесен çĕлеме пĕлни кирлĕ те мар, халь лавккара хатĕр кĕпе-тумтир туянма пулать, — тесе калакансем те пурччĕ. Анчах кун пек «шурă алăсене» хĕрсен алă ĕçне пĕлмелли çинчен ĕненмелле каласа ăнлантараттăмччĕ. Пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплететтĕмччĕ, — аса илет Маргарита Петровна.
Ĕç урокĕсем хĕрачасен юратнă урокĕ пултăр тесе чылай вăй хунă М.Перепелкина. Хăйĕн профессиллĕ ăсталăхне те ỹстерсех пынă вĕрентекен. Шупашкарти курссенче пулнă, паллă учительсен опычĕпе паллашнă.
Кĕнеке вулас туртăма ỹстерме те Маргарита Петровнах хăнăхтарнă тесе шутлатăп эпĕ. Мĕншĕн тесен вăл шкулти библиотекарь пулса та тăрăшатчĕ. Хăвăлçырма шкулĕнчен вĕренсе тухнисем суйма памаççĕ: кашни хайлавăн содержанине тĕрĕслесе йышăнатчĕ вăл илнĕ кĕнекенне. Çĕнĕ кĕнеке килсен чи нумай вулакансене сĕнетчĕ малтан вуласа тухма.
Ĕç урокĕсенче те ĕç кал-кал пынă чухне тĕрлĕ калав-юмах вуласа паратчĕ. Паллах, çакă та вĕренекенсене кĕнеке енне туртăнма пулăшнă.
Маргарита Петровна Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче Наçтукпа Петĕр Бобровсен йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ. 7 класс вĕреннĕ хыççăн ялти лаша ферминче ĕçленĕ. Ун хыççăн Шупашкарти пĕр предприятинче вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах вĕреннĕ. Шăпа Хăвăлçырма йĕкĕчĕпе, Георгий Перепелкинпа, пĕрлештернĕ. Паянхи кун вăл пĕчченех пурăнать. Канмалли кунсенче хĕрĕсемпе мăнукĕсем килеççĕ. Пĕрле ĕçленĕ Алевтина Николаевна Воробьевапа яланах пĕрле вĕсем. Пĕр кун та тĕл пулмасăр ирттермеççĕ. Хисеплĕ педагог-ветерансем хаçат-журнал вуласа тишкереççĕ, тĕнчери лару-тăрăва сỹтсе яваççĕ. Хăйсем вĕрентнĕ ачасен пурнăçĕпе интересленеççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ.
Хисеплĕ, юратнă вĕрентекенсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Эсир чăннипех хисепе тивĕçлĕ!
Зинаида МИХЕЕВА.
Сăн ỹкерчĕкре: хисеплĕ педагогсем культура ĕçченĕсемпе пĕрле.