Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шурă туя» клуба – 10 çул

«Шурă туя» клуба – 10 çул

Районти тĕп библиотека никĕсĕ çинче куç курманнисене пĕрлештерсе тăракан «Шурă туя» клуб йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалласа асра юлмалли тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕ.

Çак тапхăрти ĕçсене пĕтĕмлетекен конференцие куç курманнисен Чăваш Республикинчи обществин председателĕ Ю.Сергеев ертсе пынă, инвалидсене хумхантаракан, вĕсене татса парассипе çыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă. Куç курманнисен обществин Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.Михайлов отчетлă доклад тунă.

Конференци ĕçне çавăн пекех пенси уйрăмĕн начальникĕ З.Яковлева, социаллă страховани уйрăмĕн тĕп специалист-уполномоченнăйĕ А.Сверчкова хутшăннă. Пĕр сăмахпа, тĕл пулу тухăçлă, усăллă иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code