Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Грант илме тивĕçнĕ

Грант илме тивĕçнĕ

Агропромышленность комплексĕшĕн наци проекчĕсене пурнăçа кĕртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл ял бизнесне пуçаракансене вăй илме, çĕкленме пулăшать.

Кăçал «Агростартап» патшалăх программипе республикăри ял хуçалăх таварне туса илекен 14 çын конкурсра пысăк балл пухса грант илме тивĕçнĕ. Вĕсем валли пурĕ 53,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Укçана фермерсен тата ял хуçалăх кооперацисен проекчĕсене аталантарма параççĕ.

Çакна та палăртмалла, 2021 çулта «Агростартап» программăпа килĕшÿллĕн грант илме 81 заявка тăратнă. Çакă «Агро-Инновацисем» предприятин специалисчĕсем республикăра пурăнакансене, фермерсене, ял хуçалăх кооперативĕсене кÿрекен патшалăх программисемпе паллаштарнипе, вырăнсенче семинарсем йĕркеленипе те çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code