Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем пурнăç условийĕсене ырă енне улăштарас ĕçе никĕс хываççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — вĕсене тивĕçлĕ аталанма условисем туса парасси. Предпринимательлĕхе аталантарни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пĕрлех социаллă задачăсене пурнăçлама, тĕрлĕ шайри бюджетăн хушма тупăшĕсене ỹстерме май парать.»
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Вадим Чернов уйрăм предприниматель çемйине Елчĕкре строительство таварĕсемпе тивĕçтерекен хальхи йышши пысăк лавкка уçма пултарнă ятпа саламланă.
Иртнĕ çулсенчен тытăнсах халăха строительство материалĕсемпе тивĕçтерекен Черновсен строительство картишĕнче çынсем нумай хутчен пулса хуçалăхра, строительство ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте усă курмалли тĕрлĕ материал туянса курнах ĕнтĕ. Халĕ вăл тата анлăланнă, нумай çĕнĕ йышши таварпа пуянланнă. Çаксене шута илсен те, малашне «СтройДом» округра пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене тата туллинрех, çỹллĕ шайра тивĕçтерсе тăракан лавкка пулса тăрасса шанмалăх пур.
Пысăк лавкка ĕçлеме тытăннин тепĕр лайăх енĕ те пур — кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç…

