Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Фермер шкулĕ» чĕнет

«Фермер шкулĕ» чĕнет

Чăваш Енри «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ çывхарать.

Программа тĕллевĕ – кăмăл тăвакансене фермер бизнесне тупăшлă йĕркелеме, ертсе пыма вĕрентесси. Ĕçе пуçăнакан аграрисемшĕн те, хăйсен ĕçне маларах йĕркеленисемшĕн те занятисем усăллă пулма тивĕçлĕ. Фермерсем сыр хатĕрлес тата пулă ĕрчетес енĕпе вĕренĕç.

Сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче асăннă шкула çÿрекенсем теори курсне тухаççĕ. Унсăр пуçне, вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенче практикăра пулаççĕ. Хăйсен бизнес-проектне ăнăçлă хÿтĕлекенсем диплом илеççĕ, предприниматель пуçарăвне аталантарма уйăракан гранта тивĕçме пултараççĕ. Конкурса хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, хушма хуçалăх тытса пыракансем, уйрăм пайтаçăсем те хутшăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code