çулталăкра пĕр хут тимлĕх уйăрма май паракан пысăк уява — Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне ватăсем анчах мар, предприятисемпе организацисен коллективĕсем те тỹсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Чылай çул пĕрле вăй хурса аслă юлташĕсен канаш-сĕнĕвĕсемпе çирĕпленнĕ, ĕçе тĕплĕн хăнăхнă ĕçтешсен çавра сĕтел хушшине вырнаçса чей ĕçнĕ май аса илмелли те, сỹтсе явмалли те сахал мар.
Çак кунсенче потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсем асăннă тытăмра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансене йыхравласа пысăк тĕл пулу ирттернĕ. Вăл Елчĕкри «Пельменная» кафере йĕркеленнĕ.
Килнĕ хăнасене Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева саламланă.
— Пурнăçне коопераци ĕçĕпе çыхăнтарнă, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланă мĕн пур çынна чун-чĕререн саламлатăп, тав тăватăп, çемьере килĕшỹ те ăнланулăх сунатăп, — палăртнă Светлана Николаевна.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулăва хутшăннисен ушкăнĕ.