Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Петр Адюков ячĕпе

Елчĕкри стадион-площадкăра футболла тата хоккейла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Петр Адюкова асăнса 2010 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ачасен футбол турнирне ирттернĕ.

Çичĕ шкултан 8 команда хутшăннă унта. Пуринчен те пултарулли вара — Лаш Таяпа шкулĕн команди. Патреккелсемпе Елчĕксем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Артем Орлов («Чи лайăх вратарь»), Вадим Ермолаев («Чи лайăх хỹтĕлекен»), Алексей Молодов («Чи лайăх тапăнса вылякан») ăсталăхне турнир йĕркелỹçисем уйрăм призсемпе палăртнă.

ГТО нормативĕсене

пурнăçлассине округри кашни шкултах тивĕçлĕ шая лартнă.

Иртнĕ эрнере кăна Аслă Елчĕкри, Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕренекенсем тестăн пысăк пайне парăнтарнă. Паян-ыран чупу дисциплинисене те «алла илĕç» вĕсем.

Çав вăхăтрах Çирĕклĕ Шăхаль, Кушкă тата Курнавăш шкулĕсенчи хăш-пĕр ачасем удостоверенисемпе значоксене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code