Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хоккей турнирĕ иртет

Хоккей турнирĕ иртет

Лаш Таяпара хоккейла вылясси чылай çул маларахах аталаннă. Паян та ялти уçă каток çамрăксемпе шкул ачисен, ача-пăчан сассисемпе кĕрлесе тăрать.

Хоккей вăййине малалла аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, спорт ăсталăхĕн шайне ÿстерес, ăмăртусенче вăйлисене тупса палăртас тĕллевпе февралĕн 8-мĕшĕнче Лаш Таяпари уçă катокра «Удача» компанин призне çĕнсе илессишĕн шайбăллă хоккей турнирĕ иртет.

Унта «Лаш Таяпа», «Динамо», «Буинск», «Гранит» /Мускав/ тата ятарлă службăсен ветеранĕсен командисем хутшăнаççĕ. Заявкăсене вăйă пуçланас умĕн çур сехет маларах йышăнма пуçлаççĕ. Унта кашни выляканăн хушаматне, ятне, кам пулса вылянине, номерне палăртмалла. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе парнесем кĕтеççĕ.

Пурне те хоккей уявне йыхравлатпăр.

М.ЕГОРОВ,
Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code