Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпейлĕхшĕн тăрăшма хистет

Тирпейлĕхшĕн тăрăшма хистет

Харпăр хăй пурăнакан вырăна тасалăхпа тирпейлĕхре тытса тăни — сăваплă ĕç. Никам хушмасăр е хистемесĕр тăвакан пархатарлă утăм. Тăван тавралăхшăн тимлессинче юлашки çулсенче субботниксемпе акцисем те сахал мар йĕркелеççĕ.

Курнавăш территори пайĕнче автономлă коммерциллĕ мар «Экотрансформация» организаци пуçарăвĕпе ирттернĕ «Тасалăх вăййисем» экологи фестивалĕн тĕллевĕ те çавах. Кĕçĕн Пăла юханшывĕ хĕрринчи пысăк лаптăкра йĕркеленĕскер, хăйĕн йĕркелỹ формипе кăна уйрăлса тăрать: çамрăк волонтерсем командăсен йышĕнче ăмăртса ăпăр-тапăр пуçтараççĕ. Ку çеç те мар. Пухнă çỹп-çапа уйăрса тĕрлĕ миххе тултармалла. Вăйăра ушкăнсенчи 26 волонтер территорие 16444 килограмм хытă каяшран тасатнă. Унсăр пуçне командăсем экологи темипе çыхăннă ыйтусене хуравлассинче те тĕрĕсленĕ хăйсене. Куншăн хушма баллсене тивĕçнĕ.

Фестивальте тăватă командăран, 127,4 балл пуçтарса, пĕрремĕш вырăна «Космонавты» ушкăн тухнă. Округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова, Курнавăш территори пайĕн ертỹçи Алексей Мартышкин тата ыттисем пĕтĕм командăсене дипломсемпе, пылак призсемпе хавхалантарнă, Шупашкарти Трактор музейне кайса курма билетсем панă. Çавăн пекех вăтам классенчи волонтерсен йышне кĕнĕ ачасем сертификатсемпе значоксене тивĕçнĕ.

— «Тасалăх вăййисем» экологи фестивалĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ мероприяти, — шухăш-кăмăлне палăртать округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Марина Вастулова. — Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртса тăрăшни вĕсене малашлăхра тирпейлĕхе тĕпе хума хистетех. Çакнашкал фестивале йăлана кĕртсен аван пулнă пулĕччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code