РФ Патшалăх Думи туризмпа çыхăннă саккун проектне йышăннă. Унăн авторĕсенчен пĕри — Алла Салаева депутат.
Саккун проектĕнче палăртнă тăрăх, туризм пулăшăвĕ туристăн е экскурсантăн çул çỹревĕпе, апатланăвĕпе, канăвĕпе çыхăннă ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелет. Туризм субъекчĕсен йышне туризм енĕпе ĕçлекен юридици сăпачĕсене, уйрăм пайтаçăсене, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене кĕртнĕ. Хăна çурчĕсемпе кампингсем, санаторисемпе курортсем, йĕлтĕр трассисемпе пляжсем тата туриндустрин ытти объекчĕ шутланаççĕ. Саккун проектĕнче «туризм индустрийĕ» ăнлава та çĕнетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн туриндустри вăл — экономикăн туризм ресурсĕсемпе усă курмалли комплекслă отраслĕ.