Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул коллективĕ вĕренекенсенче патриотла туйăма çирĕплетессипе куллен тимлет. Кунтан офицерсем, контрактниксем, мобилизациленĕ салтаксем чылаййăн тухнăран, вĕсемпе тĕл пулусем йĕркелесех тăраççĕ. «Отчетне» вара директор пỹлĕмĕнче стена çине вырнаçтарнă Раççей ялавĕнчен пĕлме пулать. Округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков директор пĕлтернĕ тăрăх, ку алă пуснă ялава гуманитари пулăшăвĕ илсе пынă ентешсенчен Аслă Елчĕк каччисем парса янă.
Халĕ ĕнтĕ СВО территорийĕнчен отпуска килекенсем хăйсен шухăшĕсене çырса хăвараççĕ унта. Паянхи кун тĕлне — 13 çар çынни. Максим Афанасьев кăçалхи тĕл пулура — пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăйĕн шухăшне палăртнă : «Çĕнтерỹ — пирĕнпе!»
Çĕнтерĕве çывхартаканпа черетлĕ отпуска килсен курнăçма май килчĕ — асăннă Раççей ялавĕ çумĕнчех сăмахларăмăр.
Максим пĕлмен-палламан çын мар. Унăн шкул тапхăрĕнчи саманчĕсем куç умĕнчех. Йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен район чемпионĕ вăл. «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисене хастар хутшăннă. Сăпайлă, лăпкă ачаччĕ. Халĕ те çавах-ха вăл.
Вăт, çак йăваш каччă Шупашкарти электромеханика колледжне пĕтерсен çар ĕçĕпе икĕ çуллăха контракт çырни кăштах тĕлĕнтерчĕ те.
— Николай Ахмеров подполковник отпуска килсен сĕнчĕ çак утăма тума, — пулчĕ хурав. — Ман вара иккĕленỹ çуралмарĕ.
— Эсĕ ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче виççĕмĕш хут çырма шутлатăн контракта. Ĕç кунта та тупма пултаратăн вĕт.
— Вун пилĕк кун отпуска килсен те кунти пурнăçа хăнăхса çитме çук. Атте-анне, тус-юлташсем юнашар пулсан та. Темĕн çитмест пурпĕрех. Лере ĕнтĕ пирĕн хамăрăн «çемье». Службăри йывăрлăхсене пĕрле парăнтаратпăр.
— Салтак аттине пуçласа ăçта тăхăннă?
— Мускав облаçĕнчи Балашихăри автобатальонра. Пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕн ротин водителĕ эпĕ. Тĕрлĕ регионти чаçсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕр турттарнă. Халĕ çулталăк ытла Белгород облаçĕнче ĕнтĕ.
— Çĕнĕ вырăнта ĕç-пуç пачах урăхла йĕркеленни иккĕлентермест.
— Ку область çар енĕпе тулли хатĕрлĕхре пулмалли регион. Лару-тăру унта çăмăлах мар. Ялан сыхă тăрас пулать. Эпир унта тăтăшах тĕрлĕ тиев илсе пыратпăр, ытларах — çунтармалли-сĕрмелли материалсем. Топливо пулмасан çар пĕр вырăнта тăниех, çавăнпа хамăрăн тĕп тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр. Чылай чухне 5-10 автомашинăпа Воронежран турттаратпăр. Унталла-кунталла 500 километра та çитет.
— Маршрутра пăтăрмахсем сиксе тухмаççĕ-и?
— Темĕн те пулать. Пурне те каламăп та. Пирĕн хỹтлĕх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ хатĕрленĕ яланхи вырăн пур-ха — ангар. Унтах палаткăсенче выртса тăратпăр. Инçе çула тухсан вăхăтлăха чарăнмалли позици те пур. Канса илмеллех. Кăçал çулла пĕринче çапла американсен «Хаймерс» ракетипе шаплаттарма тытăнчĕç пирĕн çине. Хỹтлĕх вырăнне темĕнле тарса ĕлкĕртĕмĕр? Юрать-ха вилекенсем пулмарĕç.
Çанталăкăн йывăр условийĕсемпе те кĕрешме тивет унта. Хĕлле уйрăмах. Килтисем пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Çĕнĕ çулта чăвашра вăйлă юр тăкăннă, лере, сăмахран, лỹшкесе çумăр çунăччĕ. Пирĕн палăртнă маршрут асфальт сарнă çулпа кăна иртмест вĕт. Ун пек çĕрте те кювета анса каясси пулать-ха, тепĕр вырăнта çăрăлчăкран аран тухатăн.
— Максим Витальевич, вăрттăнлăх пулмасан, тата хăш хуласенчен турттаратăр кирлĕ япаласем?
— Санкт-Петербургран, Мурманскран, Курскран кỹрсе килнĕччĕ. Унсăр пуçне ытти ĕçе хутшăнасси те пулать. Гуманитари пулăшăвĕ килсен эпир малалла илсе каятпăр. Юлашкинчен Алтай тăрăхĕнчен килнĕччĕ. Тамбов облаçĕнче, акă, пĕр нефтебазăна 1 уйăх сыхларăмăр…
М.Афанасьев — рядовой салтак, апла пулин те ăна отделение ертсе пыма шаннă. Йышра пурте контрактниксем. Хăйĕнчен чылай çул аслисем пулсан та кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă вăл.
«Пурте пĕр ĕç тăватпăр вĕт, мĕн пайламалла?» — тет «Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ» (22.12.2023) ята тивĕçнĕ ентеш. Йăваш чăвашăн хăюлăхне II степень «Çарти паттăрлăхшăн» медаль те çирĕплетет.
Ашшĕпе амăшĕ, Виталий Александровичпа Надежда Васильевна, паттăр ывăлĕпе чăннипех мухтанма пултараççĕ. Эпир те мăнаçланатпăр хамăрăн вĕренекенĕмĕрпе.
Николай МАЛЫШКИН.