Суббота, 16 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшулăх — ỹсĕм палли

Тăрăшулăх — ỹсĕм палли

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикунхи черетлĕ канашлăва хăш-пĕр ыйтусене кĕскен тишкернинчен кăна пуçларĕ пулин те, пĕлтерĕшĕпе вĕсем питĕ пысăк.

Хускатнă чăрмавсене вăхăтра татса парассинче территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле кураторсем те — округ администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем те яваплăха туйса ĕçлемеллине хытарсах каларĕ вăл.

Тĕрлĕ ыйту анлăшĕнче

Яланхиллех лайăххинчен пуçларĕ-ха калаçăва Леонард Васильевич. Хутса ăшăтмалли сезона округра çулсерен вăхăтлă тата ăнăçлă хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. 2024-2025 çулсенчи тапхăра та чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕччен хатĕрленсе çитнине Чăваш Енри Ростехнадзор управленийĕнче хỹтĕлесе ятарлă Хатĕрлĕх паспортне илнĕ. Çавна май округ пуçлăхĕн çумне — территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управленин начальникне Алина Смирновăна тав сăмахĕ каларĕ.

Хăш-пĕр ыйту канашлура час-часах çĕкленет. Чи çивĕччисенчен пĕри тата: пушар хăрушлăхĕ. Çирĕклĕ Шăхаль, Кушкă ялĕсенче пулнă юлашки инкексем калаçма хистеççĕ те. Вырăнсенчи ятарлă автомашинăсем çийĕнчех çула тухнă пулсан çуртсене сыхласа хăварма та май килнĕ-тĕр. Юсавсăр пушар техники вăл — музей экспоначĕ. Апла ан пултăр тесен вăл яланах стройра пулмалла.

Пушар сỹнтермелли машинăсен тулли яваплă хуçисем пулмалла. Округра икĕ хуçалăхра — «Рассвет» ЯХПКпа «Яманчурино» ОООра кăна штатра икшер водитель тытса тăраççĕ. Тăрăмсен 1991 çултанпах çапла.

Калаçтаракан ыйтусен шутне ялсенче территорин обществăлла хăй тытăмлăхне (ТОС) йĕркелесси те кĕчĕ пулинех. Авăн уйăхĕн варринче округра «Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕ» Ассоциацийĕн директорĕ Александр Кузнецов та пулнăччĕ çак ĕçĕн «пăрне» тапратас тĕллевпе. Кивĕ Эйпеçсен «Вучах» пĕрлĕхĕн курăмлă ĕçĕсене палăртса Леонард Васильевич кĕскен çеç «Кашни территори пайĕн пĕр ялĕнче те пулин ТОС пулмаллах», — терĕ.

Налук тỹле те лăпкăн çывăр

Финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина налуксем тỹлессипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Аса илтеретпĕр: пурлăх налукне раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнчен кая юлмасăр тỹлемелле. Вăл пĕтĕмпех тата транспорт налукĕн 10 проценчĕ вырăнти бюджета юлаççĕ. Тỹлеве йĕркелесси вара пĕрре те кăткăс мар: банксем, «Раççей почти» уйрăмĕсем урлă, Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче тата ытти те.

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурлăх налукне пуçтарассин кăтартăвĕ пĕтĕмпе 45,3 процентпа танлашать. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 21,9 процент ытларах. Бюджета тивĕçлĕ налук хывассинче уйрăм çынсем — пайтаçăсем те хăйсен çирĕп утăмне тумаллах. Пĕлтĕрхи шайран ỹсĕм енне куçнă пулин те, тăватă предпринимателĕн пĕрлехи 584204,03 тенкĕлĕх парăмĕ пур пĕрех статистикăна «илем» кỹместех.

Укçа кăна мар шута юратать

Патшалăхăн адреслă реестрĕ — адрессем çинчен калакан информаци çăл куçĕ. Унăн тĕллевĕ — муниципалитет тытăмĕн пайлавĕнче кашниех паллашма пултаракан пĕрешкел уçă адрессем йĕркелесси. Ыйтăва округ пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова уçăмлатрĕ.

Муниципалитет округĕнче пĕтĕмпе 12628 çĕр лаптăкĕ шутланать. Вĕсенчен 4395-ĕшĕн кадастр номерĕсем пур, анчах реестра кĕртмен. Куçман пурлăх (855) пирки те ĕçлемелли пайтах. Асăннă ыйтупа Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсен администрацийĕсем пуринчен те ăнăçлă ĕçлеççĕ пулсан, Лаш Таяпасем вара пуçăнман та.

Округ пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова маларах кадастр учетне илнĕ объектсен хуçисене тупса палăртасси çинчен информаци пачĕ. Округĕпе 3700 объектран тата 528-шне йĕркене кĕртмелле.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code