Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹскел ялĕнче çул çĕнелчĕ

Тỹскел ялĕнче çул çĕнелчĕ

Республикăри пуçару бюджечĕн, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе проектсем — тăван тăрăха аталанма пулăшакан çул-йĕр.

Кирек мĕнле ĕçе те ялта пурăнакансем кар тăрса хутшăнни, пĕр-пĕрин шухăшне ырласа йышăнни шăпах тăван тăрăхра ырă улшăнусем тума, хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшать. Çакна шута илсе эпир çулталăкра темиçе хутчен те ял çыннисемпе пĕрле субботниксем йĕркелесе ирттеретпĕр. Ку чухне вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк территорине, масар çине тирпейлесе тасатасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăваплă вырăнсене хăтлăх кĕртме кашни çемье хастар хутшăнать.

Паллă ĕнтĕ, кирек хăш çĕнĕ ĕçре те ĕç алли анчах мар, укçи-тенки те кирлĕ. Чи кирли — ял çыннисем çакна ăнланни. Ял-йыш патне пуçарупа тухсан кашниех май пур таран пулăшу аллине тăсса пама пултарать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени чи кирли тесе шутлатăп.

Иртнĕ уйăхсенче ялта пурăнакансен шухăш- кăмăлне шута илсе çирĕплетнĕ проектпа килĕшỹллĕн «ДПМК «Яльчикское» ООО Новая урама вак чул сарса хытарчĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа, тĕплĕн пурнăçларĕç. Шыв-шур вăхăтĕнче çула сиенлесрен асăрханса шыва юхтарса кăлармалли сооруженисене, темиçе вырăнта та, вырнаçтарса хăварчĕç.

Эпир, ял пурнăçне суйласа илнĕ çынсем, унта ĕçлесе пурăнатпăр. Çавăнпа та çуралса ỹснĕ тăван ял малашлăхĕ, унăн пуласлăхĕ хамăр алăра пулнине лайăх ăнланатпăр. Çулсеренех пĕрлехи вăйпа ырă улшăнусем тусан Тỹскел ялĕн сăн-сăпачĕ тата та çĕнелĕ.

Дмитрий СУДАКОВ, ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code