Суббота, 16 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Усал шыçăран сыхланма

Усал шыçăран сыхланма

Республикăри онкодиспансерта кăкăр ракĕпе чирлĕ 6209 çын учетра тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра 436 çĕнĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Палăртмалла: усал шыçăн 81 процентне малтанхи тапхăрта тупнă.

Кăкăр парĕн ракĕн аталанăвне чакарма пулăшакан мелсем пирки Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Алексеев çапла пĕлтерет:

— Чи малтанах çыннăн йывăрăш виçине тимлемелле. Спортпа туслă пулмалла. Кунсерен 30 минут çуран çỹремелле. Тĕрĕс апатланмалла. Ытлашши çисе лартма юрамасть. Рационра пысăк калориллĕ, выльăх çăвĕпе пуян апат-çимĕç пулмалла мар. Аш-какай вырăнне пулă çисен усăллăрах. Кунсерен 400-500 грамм пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл пахча çимĕç çимелле. Эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Ачана кăкăр ĕмĕртме тăрăшмалла. Ку кăкăр ракĕ аталанас хăрушлăха чакарать, пепкешĕн кăкăр сĕчĕ усăллăрах. Çемьере усал шыçăпа чирлекенсем пулман-и? Çакă та пĕлтерĕшлĕ. Улшăнусене туйсанах тухтăр патне каймалла. Чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртни усал шыçăран сыхлать. Рака малтанхи тапхăрта палăртма диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем пулăшаççĕ. Сиплев курсне иртерех пурнăçлама та май пулĕ. Чир тупса палăртнă хĕрарăмсене учета илеççĕ, сиплевпе тивĕçтереççĕ. Кăкăр ракĕ маммографи хыççăн палăрма пултарать. Усал шыçăран сыхланас тĕллевпе хĕрарăмăн çулталăкра пĕр хутчен тухтăр патне каймалла. Маммографи тата УЗИ тумалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code