Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сиен кÿни палăрнă

Сиен кÿни палăрнă

«Хамăр çĕр хуйхăра та савăк», – тенĕ ваттисем. Хамăра тăрантаракан çĕре хисепрен кăларма кам хăйтăр теме те пултарăпăр. Апла пулин те пирĕн тăрăхра çакăн пек тĕслĕхсем те пур.

Пулăхлăха упраса хăварасси – ĕнер-паян сиксе тухнă ыйту мар. Россельхознадзор специалисчĕсем республикăра çĕре вырăн-вырăнпа юрăхсăрлатнине çултан-çул тупса палăртаççĕ.

Пай пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 9021 гектар çĕр тĕлĕшпе 472 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем ирттернĕ май 1458 гектар çинче /пĕтĕмпе 99 тĕслĕх/ йĕркене пăсни палăрнă: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Канаш, Шупашкар, Вăрмар районĕсенче.

Çÿп-çап куписенчен, тислĕк таврашĕнчен сахал мар шар курать çĕр. Нумай чухне вара чылай тапхăр ашкăрса ларнă çум курăк çĕре япăхлатса пырать. Киревсĕр тĕслĕхсем пирки çынсем хăйсем те çырса пĕлтереççĕ. Кÿршĕре типсе кайнă çум курăкран пушар тухас хăрушлăх та пуррине кашниех ăнланать.

Тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ май пулăхлă тăпрана сиен кÿнин шайне палăртма çĕре ятарласа тĕпчеттереççĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр Çĕрпÿ, Элĕк, Вăрнар, Улатăр, Шупашкар, Муркаш, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка районĕсенчи çĕрсенчен илнĕ 398 пробăна Россельхознадзорăн Самарăри тата Чулхулари референт центрĕсенче тĕпченĕ.

Çав шутран 46-шĕ Муркаш, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсенче çĕре сиен кÿнине çирĕплетеççĕ. 131 гектар çинче нитрат, йывăр металсен тăварĕсен тата бензапирен шайĕ нормăран пысăкрах пулнă.

Агрохими тĕпчевĕсем пирки калас пулсан та лайăхах мар пулăм пирки каламасăр май килмест: 71 проба пулăхлăх чакнине çирĕплетеççĕ. 631 гектар çĕр пирки кунта сăмахăм.

Тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсен витĕмĕ пуррине те калас килет. Асăрхаттарусем хыççăн 192 гектар çинчи йĕркесĕрлĕхе пĕтернĕ, 565 гектара вара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Шупашкар, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Вăрмар районĕсен çыннисем пушă выртнă çĕрĕсемпе тĕллевлĕн усă курма тытăннă. Çĕр лаптăкĕсен пахалăхне тĕпчес ĕç кăçал та малалла тăсăлĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code