Суббота, 16 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çамрăксем коррупцие хирĕç»!

«Çамрăксем коррупцие хирĕç»!

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсемпе çак темăна халалланă иформ-дайджест иртрĕ.

Мероприятире çитĕнекен ăрăвăн коррупцие хирĕçле ăнлавне аталантарасси пулчĕ.

Вĕренекенсем эпир хатĕрленĕ нумай ыйту çине тивĕçлĕ хуравсем пама пултарчĕç: мĕн вăл взятка, взятка илни парне панинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?…

Хальхи вăхăтра коррупцие хирĕç кĕрешнĕ чухне усă курмалли шухăшсене, уйрăмах çамрăксене ăнлантарса парассине тĕнче шайĕпе илсен те, малти вырăна хураççĕ. РФ Тĕп прокуратури çамрăксем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери социаллă коррупцие хирĕçле тĕрлĕрен конкурссем йĕркелени те çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать. Эпир те çак ĕçе хутшăнса вырăнти çамрăксем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе хамăрăн тивĕçлĕ тỹпене хыватпăр.

Диана ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code