Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сцена ăстисене хапăл

Сцена ăстисене хапăл

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

Патшалăх Президент гранчĕсен тата Культура пуçарăвĕсен фончĕсем, Интернет аталанăвĕн институчĕ пулăшнипе пултарулăх çул-йĕрĕн пур енне те аталанма тĕрев парĕ. Культурăн тĕп тивĕçĕ — çынсене ыррине курма, хисеплеме вĕрентесси, илемпе килĕшỹ патне туртăнма хавхалантарасси, пурнăçри кăткăс ыйтусем тавра шухăшлама хăнăхтарасси. Пĕлтерĕшли, паллах, вăл обществăна аркатмасăр этем чун-чĕринче чи çутă туйăмсене вăратма пултарни. Культура çынсене иртнипе хальхи вăхăт çыхăнăвне курма, ăна пуласлăхпа çыхăнтарма, аслă Раççейри нумай нациллĕ халăхсен культура, истори, вĕрентỹ хутлăхĕн пĕрлĕхне курма май парать.

Федераци Пухăвне янă Çыруран.

Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Алина Ермолаевăпа Иван Шурбин ертсе пыракан хĕрарăмсен «Шуçăм» тата арçынсен «Тускил» ансамблĕсем округри куракансен юратăвне тахçанах çĕнсе илнĕ.

Юнкун Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче иртнĕ ыр кăмăллăх концертĕнче тепĕр хутчен çирĕпленчĕ çакă. Тарават, ăш пиллĕ унти халăх. Асăннă пултарулăх коллективĕсемпе кашни çулах тĕл пулаççĕ пулин те, программăри кашни номере тулли кăмăлпа йышăнчĕç. Ун пек чухне сцена ăстисен те хавхалану ỹсет мар-и? Йышра Наталийăпа Татьяна тата Вениамин Муллинсем пурри те пысăк тĕрек. 80 çулхи Петр Козлов «Ах ты, душечка» юрра кăмăлтан çавăрттарнă май унра çамрăклăх юнĕ вылять тейĕн. Лаш Таяпаран инçе çула кĕскетсе килнĕ Юрий Кашкăр юрăç-композитор пирки те ыррине çеç каламалла. Патриотла юррисем уйрăмах тарăн шухăша ячĕç.

Сцена çине «Тускил» çемйине кĕме хатĕрленекенсем, шкул ачисем тухсан, зал пушшех тăвăллăн алă çупса ячĕ. Матвей Галкин (Тỹскел), Николай Козловпа Роман Яковлев (Кĕçĕн Таяпа) хут купăспа кĕвĕсем шăрантарнине кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕсĕр епле пăхса ларăн? Илем патне музыка урлă туртăнни питĕ паха.

«Тускилсемпе» «Шуçăмсем» ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе ыр кăмăллăх концерчĕсене маларах Çĕнĕ Эйпеç, Тỹскел, Тăрăм ялĕсенче йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code