«Экологи» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан «Коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли комплекслă тытăм» федераци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри — хытă каяшсене сывлăха, тавралăха сиенлĕ витĕм кỹресрен сыхланса пухса тирпейлесси тата вĕсене производство çаврăнăшне явăçтарасси.
Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствипе ăна пăхăнса тăракан учрежденисем усă курнă батарейкăсене пухассине йĕркеленĕ. Çавна «Экологи» наукăпа тĕпчев институчĕ» АУ тата «Наци экологи компанийĕ» пĕрлешỹ килĕшỹ тунă. Асăннă организаци пуçтарнă батарейкăсене çулталăкра пĕр хутчен Ярославль хулинчи «Наци экологи компанине» илсе çитереççĕ.
Усă курнă батарейкăна унта-кунта пăрахма юраманнине кашни çын асра тытмалла. Вăл тавралăхшăн та, сывлăхшăн та хăрушă каяш шутланать. Çавăнпа ăна çỹп-çап купине, контейнера пăрахма юрамасть. Усă курнă пĕр батарейка йывăр металсем кăларса 20 тăваткал метр çĕре варалама пултарать. Çак лаптăкра тăпра сиенленет, унта курăк та урăх ỹсмест. Тăпрасăр пуçне, гальваникăн пĕр элеменчĕ 400 литр шыва сиен кỹме пултарать. Йывăр металсен тăварĕсем тăпрана сăрхăннă май вĕсен пĕр пайĕ шыва лекет. Батарейкăра тăхлан пур. Вăл уçă вырăнта выртнă май сывлăша тухать, çапла майпа çут çанталăка варалать. Тăхлан çын сывлăхĕшĕн питĕ хăрушă. Организма лексе пỹрене, нерв тытăмне аркатать, пуç мимине те сиенлеме пултарать. Çак элемента çĕнĕрен тирпейлесе хатĕрлесен унпа промышленноçра тепĕр хут усă курма пулать.