Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Финанс культурин тĕп хули» конкурсра палăрнă: финанс пĕлĕвĕ паракан чи лайăх 12 регион йышне кĕнĕ.
Çĕнтерỹçĕсене Мускаври «Раççей» наци центрĕнче чысланă. Наградăна Чăваш Енĕн пĕрремĕш вице-премьерне Михаил Ноздрякова панă.
Пирĕн республикăра финанс пĕлĕвĕ тĕлĕшпе чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Ку ĕç уйрăмах финанс пĕлĕвĕн центрĕ çине тиенет. Специалистсем ятарлă курссем, семинарсем, çавра сĕтелсем, конкурссем тата ытти ирттереççĕ.

