Иртнĕ кунсенче Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Чăваш Ене ĕçлĕ çул çỹревпе килсе çитнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă май вăл республикăри агропромышленность комплексĕн аталанăвне тивĕçлĕ хак панă, малашне пурнăçа кĕртмелли ĕçсене тишкернĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Иртнĕ çул эпир сахал мар чăрмавпа тĕл пултăмăр пулин те республикăри аграрисен ĕçне тухăçлă йĕркелеме пултарнине курса савăнтăмăр.
Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтарту — апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшỹллĕн Чăваш Ен туса илнĕ тĕп продукцисемпе республикăра пурăнакансене 100 процент таран тивĕçтерни, ял çыннисен мĕнпур йышри шутне 35 процентран чакарманни».
Оксана ЛУТ, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ:
«Раççей ял хуçалăх министерстви пулăшнипе тата регионпа пĕрле çитес çул аукциона ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсене ытларах явăçтарма тăрăшăпăр. 2026 çул тĕлне çав хаклав пĕтĕм Раççейĕн ăратлăх хаклăхĕн индексне тата анлăлатасса шанса тăратăп. Вăл вара ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин аукционĕсене ирттересси ăнăçлă старт илнине çирĕплетет».
Чăваш Ен экономикинче АПК пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пирĕн аграрисем 2024 çула та лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Тĕслĕхрен, çу юхтармалли культурăсенчен рекорд шайĕнчи тухăç алла илнĕ. Хуçалăх экономикине çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕпе пуянлатаканни — выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетни. 2024 çулта, 2023 çулхипе танлаштарсан, вĕсенчен 5,7 процент ытларах продукци туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 8000 килограмм сĕт сунă. Оксана Лут 2030 çул тĕлне пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 10000 килограма çитерессе шанса тăнине палăртнă.
Шупашкар округĕнчи «ЧебоМилк» компани ĕçĕпе паллашнă. Кунта пĕтĕм Раççейри ăратлă выльăх-чĕрлĕх аукционне (кăçалхипе иккĕмĕш хут) йĕркеленĕ, наука конференцийĕ те иртнĕ. Отрасль специалисчĕсем çĕршыври ăратлăх аталанăвĕпе, ăратлă вăкăр рынокĕпе, Раççейри паха вăрлăх кỹрекен вăкăрсен фермисене модернизацилессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă, ку енĕпе Чăваш Енре пухнă паха опытпа паллашнă.
Олег Николаевпа Оксана Лут Чăваш патшалăх аграри университечĕн тата «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенцисен центрĕн лабораторийĕн ĕçне тишкернĕ май кунти производствăра усă куракан çĕнĕлĕхсемпе — хăмла чирĕсене тата унăн сорчĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса палăртмалли методикăсемпе паллашнă.
Министр АПК валли специалистсене, çав шутра агроном хăмлаçăсене вĕрентсе хатĕрлессине епле йĕркелесе пынипе те кăсăкланнă. Оксана Лут тата Олег Николаев университетран вĕренсе тухса хăйсен специальноçĕсемпе ĕçлеме тытăннисене дипломсем панă.
Чăваш Енре федерацин ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программипе килĕшỹллĕн ку чухнехи шкулсем тăвасси те ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Вĕсем Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк ялĕнче хута кайнă çĕнĕ шкула çитсе курнă.
Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшни палăртнă программăна пурнăçласа 2022-2024 çулсенче Чăваш Енре вĕрентỹ учрежденийĕн 3 çуртне хута янă. Çакăн валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 1,2 миллиард тенкĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.
Оксана Лут тата Олег Николаев Шупашкарта фермерсем туса илекен продукцие сутакан «Пехет» агромаркета та çитсе курнă. «Пехет» проектне республика Правительствипе «Чăваш Енĕн халăх фермерĕ» ассоциаци вырăнти фермерсен продукцине сутма май туса парас, çĕр тата ферма ĕçченĕсем туса илекен пĕтĕм пуянлăха пĕр вырăнта кăтартас тĕллевпе пурнăçа кĕртрĕç. Республикăра пурăнакансемшĕн агромаркет апат-çимĕç тата ытти тавар туянмалли меллĕ вырăн пулса тăрасса шанатăп», — тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
…Министрпа регион Пуçлăхĕ тĕл пулу вĕçĕнче АПКна пысăк тỹпе хывнă специалистсене наградăсем панă. Çав шутра пирĕн ентеш — Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ (Лаш Таяпа ялĕ) Юрий Попов та пур. Раççей Президенчĕн 2025 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче алă пуснă указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

