Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ çапла пĕлтерет: 2026 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче 10 сехет те 40 минутран пуçласа 11 сехетчен халăха асăрхаттармалли электросирена тытăмне тĕрĕслеççĕ. Халăха электросиренăсем янăранă вăхăтра лăпкă пулма тата хăйсен ĕçĕсене пăрахма кирлĕ марри пирки асăрхаттараççĕ.

