2018 çулта çĕршывра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарăвĕпе «Герой партти» вĕренỹ проектне анлă çул панă.

Малтанхи тапхăрта ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра, Çурçĕр Кавказра паттăрла пуç хунă çар çыннисене халалланă пулсан, 2022 çултанпа ку патриотла пулăм ытларах ятарлă çар операцине хутшăннисемпе çыхăннă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре кăна СВО паттăрĕсен ячĕпе 430 ытла «Герой партти» уçнă, çав шутран пирĕн округра — 22. Вĕсен адресĕсем: Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, Кушкă шкулĕсем.
Кирек хăш «Герой парттипе» паллашнă май, унта çĕршыв хỹтĕлевçи çинчен тулли информаци илме пултаратăн: портрет, биографи, çар пурнăçĕнчи тапхăр, наградăсем ун пирки каласа параççĕ те.
«Герой партти» — пысăк пĕлтерĕшлĕ проект, Тăван çĕршывăн историне, унăн иртнипе хальхи паттăрлăхне хисепленин символĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре паллă вырăн йышăнма тивĕç. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн округри шкулсенче «Герой парттисем» умĕнче патриотла сехетсемпе паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ.
«Герой партти» хушшине ларма тивĕçесси хăйне кура чыс, хисеп. Унта вĕренỹре, обществăлла ĕçре, спортра, предмет олимпиадисемпе тĕрлĕ конкурсра палăрнисем çеç ларма пултараççĕ.
Алевтина Федорова — Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, регионти «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ:
— «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йĕркелекен «Герой партти» проект питĕ кирлĕ. Вăл партин Халăх программине кĕрекен истори астăвăмне упрассине малалла тăсать. Тĕп тĕллев, паллах, çамрăк ăрăва ентеш паттăрсем çинчен пĕлтерсе вĕсенче мăнаçлану çуратасси, çĕршыв патриочĕ пулма вĕрентесси.

