Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре — Анатолий Аксаков

Елчĕкре — Анатолий Аксаков

Иртнĕ кунсенче пирĕн муниципалитетра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулчĕ. Вăл округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕ.

Калаçу, тĕпрен илсен, Елчĕк округĕн социаллă-экономикăлла аталăнăвĕпе çыхăннă ĕçсем тавра пычĕ. Çавăн пекех çивĕч ыйтусенчен те пăрăнман. Тĕл пулăва хутшăннисене Елчĕк ялĕнчи кивелсе çитнĕ шыв пăрăхĕсене, хăш-пĕр территори пайĕнче шыв башнисене улăштарасси, Тăрмăш ялĕнчен тĕп автоçул çине илсе тухакан 4 çухрăмлă трассăна çĕнетесси канăçсăрлантарать. Округ центрĕнчи историпе тăван тавралăх халăх музейĕ валли çĕнĕ çурт кирли пирки те пулчĕ ыйту. Ăна июль пуçламăшĕнче Елчĕкре иртнĕ Чăваш Ен Правительствин кунĕнче те çĕкленĕччĕ. Пулас çуртăн проекчĕ те хатĕр ĕнтĕ. Анатолий Геннадьевич пухăннисене ку тĕлĕшпе те тĕллевлĕн ĕçлеме сăмах пачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code