Воскресенье, 29 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕнле çепĕç те ырă çын

Мĕнле çепĕç те ырă çын

Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Анне юнашар чух чĕре савăнăçпа сикет, чун юрлать. Анне темиçе кунлăха хулана кайсан ăна кĕтсе ывăнатăп, кунĕ те шумасть. Анне кунне хатĕрленсе Кушкăри вăтам шкулта та тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. Манăн вара вулакана 6-7-мĕш класс ачисем юратнă амăшĕсене халалласа çырнă сочиненисенчен илнĕ йĕркесемпе паллаштарас килет:

«Манăн анне Ирина ятлă. Вăл 56 çулта. Маншăн вăл чи хитри, чи кăмăлли, чи лайăххи, чы ырри, чи çепĕççи. Эпĕ ăна питĕ вăйлă юрататăп, вăл та мана юратать. Эпĕ ăна килти ĕçсене тума пулăшатăп. Анне манпа савăнтăр тесе шкулта лайăх вĕренме тăрăшатăп».

Анастасия Михайлова.

«Манăн анне Тамара ятлă. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, 1986-мĕш çулта çуралнă. Вăл ĕçчен, пире юратать, яланах пулăшса пырать. Эпĕ ăна питĕ вăйлă юрататăп!»

Евгений Исаев.

«Анне ирхине ирех тăрса апат пĕçерет, кил-çурта типейлет, тутлă апат пĕçерет. Эпĕ ăна юрататăп».

Святослав Никитин.

«Манăн анне Патăрьелĕнчи «Версаль» кафере повар пулса ĕçлет. Килте те вăл тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Киле кая юлса таврăнать, çапах та килти ĕçсене тума тăрăшать. Вăл питĕ хитре те пултаруллă анне, эпĕ ăна юрататăп!»

Даниэль Казаков.

«Эпĕ аннене яланах пулăшма тăрăшатăп, лавккаран çăкăр илсе килетĕп, ĕнесене кĕтỹрен кĕтсе илетĕп тата пахчара çĕр чавма пулăшатăп. Анне манпа мăнаçлантăр тесе шкулта та лайăх вĕренме тăрăшатăп. Эпĕ аннене питĕ хисеплетĕп».

Артур Прохоров.

«Эпĕ те аннене чĕререн юрататăп. Аннеçĕм, пурнăç çулĕпе пуçа уçмасăр утма, йывăрлăхсене çĕнтерме, юратма вĕрентнĕшĕн, ĕçе хăнăхтарнăшăн тав сăмахĕ калатăп. Хăвăн пурнăçунта нумай ыррине те, хура-шурне те курнă, анчах чунупа хытман. Эпĕ нихăçан та эсĕ çынна начар кăмăлна кăтартнине курман. Анне кунĕпе саламланă май сана нумай çул пурăнма, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулма сунатăп. Анне вăл — телей. Вăл çумра чух хамăра вăйлă, тĕреклĕ туятпăр».

Светлана Герасимова.
Кушкă шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code