Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирлисене йышăнма условисем çителĕклĕ

Чирлисене йышăнма условисем çителĕклĕ

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикинче пахалăхлă тата пурне те тивекен медицина пулăшăвĕ парассипе тивĕçтересси, республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетессипе тата çĕнĕрен хута ярассипе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртесси, 2018 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче иртекен халăха йышăнмалли пĕтĕм Раççей шайĕнчи куна хатĕрленесси кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем пулчĕç.

Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Республикăри клиника больницин клиникăпа эксперт ĕçĕн тĕп врачĕн çумĕ Елена Иванова, райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин Елчĕкри тĕп больница коллективĕпе курнăçнă. Елена Сапаркина пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем, ачасен сывлăхне упрас тата вĕсем тулаш сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлассине профилактикăлас ыйтусем çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă. Елена Иванова электронлă медицина карттисем, врач патне электронлă майпа çырăнас, телемедицинăна аталантарас темăсем тавра калаçнă. Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăна больницăри лару-тăрупа паллаштарнă. Кăçал анчах кунта республикăран уйăрнă 7 миллион ытла укçа-тенкĕпе ача-пăча, хĕрарăмсен консультацийĕн, хирурги тата физиотерапи уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Николай Миллин тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май больницăри лару-тăрупа тата шурă халатлă ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине, кунта чирлисене йышăнма, сиплеме условисем çителĕклĕ пулнине, юлашки çулсенче районти халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе сахал мар пысăк ĕçсем пурнăçланине палăртнă.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Скворцов Аслă Таяпапа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Алевтина Николаевна Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене питĕ тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çитес вунă çуллăх валли палăртнă тĕллев – çĕршывăмăрăн мĕн пур территорийĕнче Раççей гражданĕсене пахалăхлă сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтерме май туса парасси. Президентăн çу уйăхĕнчи указĕсем пурнăçа кĕме пуçланăранпа çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 72,7 çула çитни медицина пахалăхлă пулнине çирĕплетет. Юлашки вунă çулта 85 çултан иртнĕ çынсен йышĕ 1,7 хут, 100 çултан иртнисен 1,9 хут ÿснĕ. Республикăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн, чирлисене вăхăтлă пулăшу парас тĕллевпе васкавлă пулăшу машинисен паркне те çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ. 2017 çулта 7 васкавлă пулăшу автомашини туяннă пулсан, кăçал туяннисен шучĕ çулталăк вĕçне 77-пе танлашĕ. Юлашки çулсенче онкологи чирĕпе аптăракансен шучĕ йышланса пынине куратпăр. Çавăнпа ракпа чирлĕ пациентсене диагностика ĕçĕнчен пуçласа пысăк технологиллĕ сиплев тата реабилитаци пулăшăвĕпе тивĕçтересси тĕп ĕçсен шутĕнче. Ача амăшĕсемпе ача сывлăхне упрасси те тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Юлашки 15 çулта йĕркелесе çитернĕ тытăм республикăра пепкесем вилеслĕх кăтартăвне 77 процент чакарма май панă.

Пахалăхлă вĕренÿ – обществăна малалла аталантармалли майсенчен пĕри. Пĕрлештернĕ бюджетăн вĕренÿ валли палăртнă тăкаксен статйи чи пысăкки шутланать, унăн калăпăшĕ 15 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем тумалли патшалăх программи малаллах пырать.

Чăвашстатăн кăтартăвĕпе паян шкул çулне çитмен 113258 ача шутланать. Вĕсенчен 47639-шĕ икĕ уйăхран пуçласа 3 çулччен. 2018 çул пуçламăшĕнче ача сачĕсене 76966 пепке çÿренĕ, вĕсенчен 12786-шĕ – ясли çулĕсенче. 2012-2017 çулсенче çĕнĕ ача сачĕсем хута янипе черете пĕтерме май килнĕ. 3-7 çулсенчи ачасене садике вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва республикăра, çав шутран пирĕн районта та, 2013-2015 çулсенчех туллин татса панă. Виçĕ çула çитменнисем валли яслисенче хушма вырăнсем йĕркелеме 2018-2019 çулсенче 49 миллиард тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун республикăри ясли вăхăтĕнчи кашни тăваттăмĕш ача садике çÿрет. Виçĕ çула çитменнисен черетне пĕтерес тĕллевпе 2018-2019 çулсенче 14 ача сачĕ хута яма палăртаççĕ. Декабрĕн 12-мĕшĕнче – РФ Конституцийĕн кунĕ çĕршыв шайĕнче граждансене йышăнмалли кун ирттерес, пушартан тата ытти инкекрен асăрханас ыйтăва та çивĕч хускатрĕç тĕл пулусен вăхăтĕнче.

Федерацин потребительсен прависене тата çынсен тăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова Елчĕкри ача-пăча искусство шкулĕн, «Чебурашка» ача сачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Районти 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн тата пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пушартан асăрханмалли кун йĕркеленĕ.

Ертÿçĕсем халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Е.ПЕТРОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: ертÿçĕсем тĕп больницăра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code