Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саплаштарма тивĕçлĕ

Саплаштарма тивĕçлĕ

Гражданла кодексăн 500-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, туянаканăн таваршăн сутуçă ваккăн суту-илÿ договорĕнче кăтартнă виçепе тÿлемелле.

Урăхла каласан, сутуçă /лавкка/ тавара шăпах ценникра кăтартнă хакпа сутма тивĕçлĕ. Енчен те ценникрипе касса чекĕнчи хак пĕр пек килмест-тĕк, çакă потребителĕн правине пăсни шутланать. Кун пек чухне лавкка администраторĕпе çыхăнмалла: тухса тăнă кăткăслăх пирки пĕлтермелле те саккуна пăснă тĕслĕхе пĕтерме ыйтмалла. Енчен те сутуçă ценникпе чек хушшинчи танмарлăха компенсацилеме хирĕçлесен, потребителĕн ăна суда е уполномоченнăй органа /Роспотребнадзор/ тухма право пур. Саккуна пăхăнманнисене вара административлă йĕркепе явап тыттарма пултараççĕ.

Потребительсен прависене хÿтĕлессипе консультаци илме, çавăн пекех претензисемпе тавăçсене хатĕрлеме ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Консультаци пункчĕ пулăшу парать. Адресĕ: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200, 202-мĕш пÿлĕмсем, çыхăнмалли телефонсем – 56-46-66, 56-29-01.

Ыйтусене ямалли электронлă адрес: urist.centr@cge21.ru.

Çавăн пекех 88005554943 тÿлевсĕр номерпе талăкĕпех, кану кунĕсемсĕр Пĕрлĕхлĕ консультаци пункчĕ ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code