Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризаци витĕр тухмалла

Диспансеризаци витĕр тухмалла

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – халăха диспансеризацилесси. Вăл обязательнăй медицина страхованийĕн база программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать тата патшалăхăн граждансене медицинăн тÿлевсĕр пулăшăвĕ памалли гарантин уйрăлми пайĕ шутланать.

Çитĕннĕ çынсен уйрăм ушкăнĕсене диспансеризацилемелли çĕнĕ йĕрке 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2012 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнчи «Çитĕннĕ халăхăн уйрăм ушкăнĕсен диспансеризацине ирттермелли йĕркене çирĕплетесси çинчен» хушăвĕпе вăя кĕчĕ.

2018 çулта районта пурăнакан 4145 çын диспансеризаци витĕр тухнă. Çакă вăл малтан палăртнин 103,3 проценчĕ шутланать.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче район çыннисен тĕрлĕ чир-чĕрне тупса палăртнă. Халăх ытларах юн çаврăнăшĕн чирĕпе /2777/ аптăрать. 3 çыннăн усал шыççине, 206 çыннăн сывлав органĕсен, 190 çыннăн сахăр диабечĕн чирĕсене тупса палăртнă. Тĕрĕслев витĕр тухнисен 57,8 проценчĕ мăнтăррипе нушаланни паллă пулнă.

Ÿсĕме пăхмасăр, виçĕ çулта – пĕрре

Диспансеризацие 21 çултан тытăнса пурте тĕрĕсленме пултараççĕ. Ăна кашни виçĕ çулта пĕр хут тухмалла. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин инваличĕсемпе ветеранĕсен, «Блокадăри Ленинградра пурăннă çын» паллăпа наградăланисен тата ĕçре сусăрланнипе, пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисен хăш ÿсĕмрине пăхмасăр – çулсерен.

Граждансен диспансеризацие хăйсем пурăнакан вырăнти врач амбулаторийĕсенчен пуçламалла, унтан районти поликлиникăна килмелле. Сывлăха тĕрĕслемелли тата тĕпчемелли мелсен переченĕ арçынсемпе хĕрарăмсен пĕрешкел мар.

Икĕ тапхăрпа

Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшне граждансен инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир-чĕр пуррине, вĕсем аталанма пултарас хăрушлăхне, çавăн пекех специалист-тухтăрсем диагноза çирĕплетмешкĕн иккĕмĕш тапхăрта хушма тĕрĕслев ирттерессине пурнăçламашкăн медицина кăтартăвĕсене палăртмашкăн ирттереççĕ. Çак ĕçсене сывлăх шайне малтанласа пахалакан кабинет специалисчĕсем пурнăçлаççĕ.

Иккĕмĕш тапхăр тĕллевĕ – чирĕн диагнозне палăртмашкăн хушма тĕпчев-тĕрĕслев ирттересси. Вĕсене тĕпе хурса терапевт тухтăр сывлăх шайне, диспансер тĕрĕслевĕн ушкăнне палăртать, ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшăва, санаторипе курорт сиплевне тивĕçмешкĕн пациентсен шкулне консультаци илме ярать. Енчен те диспансеризаци шутне кĕмен тĕпчев кирлине палăртсан ăна медицина пулăшăвĕ памалли йĕрке тăрăх кăтартса хăвараççĕ.

Тĕрĕслев-тĕпчевĕн мĕн пур кăтартăвне гражданинăн амбулатори карточкинче палăртаççĕ.

Кăтартусем тăрăх медицина профилактикин кабинечĕн специалисчĕсем «Диспансеризаци учечĕн карточкине» уçаççĕ. Терапевт тухтăр вара сывлăх паспортĕнче гражданин миçемĕш сывлăх ушкăнĕнче тăнине кăтартать.

Пĕрремĕш ушкăнра – сыввисем…

Диспансеризаци тата пациент сывлăхне йĕркелемелли тактикăна палăртнин пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса çынсене сывлăх енĕпе виçĕ ушкăна кĕртеççĕ.

Пĕрремĕшĕнче – сывă граждансем, вĕсен юн çаврăнăшĕн тытăмĕ тата чир-чĕр енĕпе хăрушлăх çук, апла пулсан диспансер тĕлĕшĕнчен сăнаса тăни ытлашши.

Иккĕмĕшĕнче – хушма тĕрĕслев-тĕпчев тата диспансер тĕлĕшĕнчи сăнав кирлĕ мар амаклă граждансем тата чĕрепе юн тымарĕн чирĕсем аталанас хăрушлăх пуррисем. Асăннă ушкăна кĕрекенсемпе медицина профилактикин кабинетĕнче, сывлăх центрĕнче хăрушлăх факторĕсен коррекцине ирттереççĕ, кирлĕ пулсан терапевт тухтăр тивĕçлĕ пулăшу парать.

Виççĕмĕшĕнче – диспансер тĕлĕшĕнчен сăнаса тăмалли е ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшу ыйтакан чирсемлĕ граждансем тата сывмарлăх паллине палăртмашкăн хушма тĕпчевре пулмалли çынсем. Çакăн йышшисене терапевт, специалистсем диспансер тĕлĕшĕнчен сăнаса тăнипе пĕрлех сиплев, реабилитаци тата профилактика мероприятийĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Асăннă программăн тĕллевĕ чăннипех пархатарлă. Вăл халăхăн медицина ыйтăвĕсене пахалăхлă тивĕçтерессипе, чире шала кайиччен тупса палăртассипе, вăрах чирсене пула инвалида тухассине тата пурнăçран уйрăлассине чакарассипе, сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕрекенсен йышне ÿстерессипе тата 2 тата 3 ушкăнрисен хисепне пĕчĕклетессипе çыхăннă.

Кăçал 1920, 1923, 1926, 1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1995, 1998 çулсенче çуралнисен диспансеризацире пулмалла. Çавăнпа та асăннă çулсенчи ентешĕмĕрсен поликлиникăна çул тытмалла, сывлăха тĕрĕслеттермелле.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code