Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче чĕр чунсемпе хутшăнассин яваплăхне ÿстерес тĕлĕшпе ятарлă саккун çирĕплетнĕ.
Унта вĕсемпе тискеррĕн хăтланнине, вилĕм патне илсе пынине, сывлăхне сиен кÿнине /унсăр пуçне выçăпа, типĕпе, хĕненипе тата ыт. те/, усранă чухнехи йĕркесене çирĕплетнĕ. Чĕр чунсен хуçисем вĕсене уçăлма илсе тухмалли, вĕсене пăхса усрамалли, сывлăхне сиен кÿни е вăхăтра ветеринари пулăшăвĕ памалли йĕркесене палăртнă. Тискер чĕр чунсене хваттерте усрамалла мар, вĕсене хăйсене кирлĕ чухлĕ хутлăха ямалла.
Çак саккун проектне РФ Патшалăх Думине 2010 çултах сĕннĕ пулнă. Саккун чĕр чунсемпе мĕнлерех пулмаллин тĕп шухăшне палăртнă. Апла пулсан çынсен вĕсем патне этем ретлĕ пулмалла, кăмăл-сипет енчен ырăлăхпа палăрмалла.
Хальхи вăхăтра районти ялсенчи урамсенче хуçасăр йытă-кушак сахал мар чупнине куратпăр. Пĕчĕккĕ чухне хуçисем вĕсене юратса ÿстернĕ пулĕ, каярахпа вĕсем никама та кирлĕ пулман. Чĕр чунсене вĕлерес шухăш тытнă хуçасем те тĕл пулаççĕ. Епле-ха апла; Вĕсем пирĕн тăватă ураллă туссем-çке.
А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.