Çанталăк тÿлек, каçхине çил-тăман алхасни туйăнмарĕ пулин те ирхинене çулсем çине вырăн-вырăнпа самаях юр хĕве-хĕве лартнă. Ирхи сăвăм вăхăтне ĕлкĕрес тесе Çĕнĕ Пăвари – «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне фермине тул çутăличчен юр ашсах çитме тиврĕ. Кооператив председателĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕр вăхăтрах зоотехник тивĕçĕсене те пурнăçлакан Петр Купташкин тĕттĕмре пире хирĕç тухсах кĕтсе илчĕ.
Уяв, кану кунĕсем çинчен шутламасăр, кирек хăш çанталăкра, ыйхă çинчен те вуçех манса куллен ферма сукмакне такăрлатакансем пирки калас пулсан-и: йывăрлăхсенчен хăраман, çирĕп кăмăл-туйăмлă, хăюллă та теветкеллĕ çынсем анчах кунта нумайлăха тытăнса тăма пултарĕç. Наянсемпе ыйхă чăптисем фермăра пилĕк авма чăтăмлăх çитереес çуках.
…Ĕç вырăнне чи малтан дояркăсем çитеççĕ. Ирхи сăвăм 4 сехетре пуçланать, 8 сехет тĕлне анчах пушанаççĕ вĕсем. Ун хыççăн пĕр вăхăт килĕсенче пулма май тупаççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçланă хыççăн каллех фермăна васкаççĕ – каçхи сăвăма хатĕрленмелле. Çапла кашни кунхи яваплă ĕçре вăхăт епле иртнине сиссе юлма та çук. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем вара çакăншăн пĕрре те ÿпкелешмеççĕ, хăйсен ĕçĕпе тивĕçлипе савăнаççĕ анчах. Çапла пулма сăлтавĕ те пур. Мĕншĕн тесен отчетлă тапхăрти çулталăка та вĕсем лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пĕтĕмпе 88,4 тонна /2017 çулхипе танлаштарсан 9 процент ытларах/ аш-какай, 1095 тонна /16 процент ытларах/ сĕт туса илнĕ. Усă куракан 100 гектар пуçне шутласан продукци туса илесси тата ăна сутасси, самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăха ÿт хуштарасси, пăру илесси, вĕсене сыхласа хăварасси те тивĕçлĕ шайра. Пĕр ĕнерен 6557 килограмм сĕт сунă. Дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă кашни ĕнерен мĕн чухлĕ сĕт сунине уйрăммăн аса илсен, Алина Семенован кăтартăвĕ чи пысăкки – 7800 килограмм пулнине пĕлетпĕр. Ирина Кукурузова, Ирина Жарова, Маргарита Абрамова, ĕçри юлташне курса хавхаланнăскерсем, кăçал тата çирĕпрех тĕллевсем илеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕнче кирлĕ шайри пахалăхлă продукци туса илмелли майсем анлăланаççĕ. Чи малтан ĕç условийĕсем лайăхланса пынине аса илмелле. Иртнĕ çул кунта 120 пуç пăру вырнаçакан витене реконструкци тунă, навус кăларакан тытăма тĕпрен çĕнетнĕ, ăшă тытакан урай /термопол/ сарнă. Апат сĕтелĕ вырнаçтарнă. Фермăри ĕне выльăха çулталăк тăршшĕпех пахалăхлă апатпа туллин тăрантараççĕ. Рационра ытти хушма апатсем те çителĕклех. Çакна кура кăçалхи январь уйăхĕнчи кăтартусем те, мĕн пур енĕпе илсен, ÿссе пынине цифрăсем çирĕплетсе параççĕ.
Ĕçри ÿсĕм колллективра тăрăшакансен чун хавалĕнчен те нумай килет. Кунти фермăра вара ытларах çамрăксем тăрăшни те тÿрех куçа курăнчĕ: пĕри тепринчен сатур, маттур. Вĕсенче тапса тăракан иксĕлми вăй-хал умри йывăрлăхсене хăюллăн парăнтарма, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама пулăшатех. Светлана Мышкина осеменатор-оператор шанчăклă, çав вăхăтрах хăйне килĕшекен ĕç вырăнĕ тупма тата кашни уйăхра тивĕçлĕ ĕç укçи алла илме пултарнипе кăмăллă. Ыттисем те çаплах шутлаççĕ: «Продукци туса илнине кура кашни уйăхри ĕç укçи 20 пин тенке яхăн пуçтарăнать», – теççĕ пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Надежда Дягилевапа Марина Енейкина та.
Ветеринар тивĕçĕсене пурнăçлама, пĕтĕ пушмак пăрусене те пăхма ĕлкĕрекен Надежда Кадышева, унпа пĕрле пĕр витере тăрăшакан Александр Семенов, самăртакан ушкăнра вăй хуракан Елена Германова, 6 уйăха çитичченхи пăрусене пăхакан Лидия Боброва, Ольга Никитина, Венера Розанова, ĕне выльăха апатпа тăрантарма хутшăнакан Олег Жаров, Владимир Курчин, Юрий Кадышев, Николай Афанасьев тата ыттисем те тăван ялтах икĕ алла пĕр ĕç тупăннипе, шав малаллах аталанакан вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пыма май пулнипе кăмăллă. «Телейлĕ пулма çынна урăх мĕн кирлĕ; Малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх пултăр», – теççĕ вĕсем кăмăлтан.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.