Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултавăн ури кĕске

Ултавăн ури кĕске

64 çулхи хĕрарăм РФ Уголовнăй кодексĕн 160 статйин 1 тата 4 пайĕсенче, 327 статйин 3 пайĕнче пăхса хăварнă преступленисемшĕн айăпланать.

Вăл 2011-2018 çулсенче 2 кредит кооперативĕн менеджерĕ пулнă май пайщиксен кăтартăвĕсемпе усă курса уйрăмах пысăк виçепе укçа-тенкĕ вăрланă, çавна май кредит организацийĕсене 1400 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ. Çавăн пекех вăл кооператив участокĕн пайщикĕсен пĕрлехи пухăвĕн протоколне пухура пулман çынсен ячĕпе документ хатĕрлесе тата алă пусса ултавлă сведенисем кĕртнĕ.

Елчĕк район прокуратури тĕрĕслев материалĕсене тĕпе хурса хĕрарăм тĕлĕшпе РФ Уголовнăй Кодексĕн 37 статйин 2 пайĕн 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă.

Елчĕк район сучĕ район прокуратури пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухнă май хĕрарăма 2 çул та 7 уйăха ?тĕрĕслев вăхăчĕ 2 çулпа танлашать, унсăр пуçне хушма тивĕçсем палăртнă/ условнăй майпа айăплама йышăну кăларнă.

С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code