Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар – хăрушă

Пушар – хăрушă

Раççейре пушарсен шучĕ ÿснине палăртать статистика. Шел пулин те, инкекре пурнăçран уйрăлакансен шучĕ те ÿсет.

Иртнĕ çул Чăваш Енре 928 пушар пулнине регистрациленĕ, çакă виçĕм çулхипе танлаштарсан 5,8 процент пысăкрах. Пушарсенче 271 çын вилнĕ /5,4 процент пысăкрах/, вĕсенчен 55-шĕ алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ пулнă.

Елчĕк районĕнче иртнĕ çул 20 пушар тухнă, çакă виçĕм çулхинчен 33 процент нумайрах. Пушарта вилекенсен шучĕ 2017 çулпа танлаштарсан 5 тĕслĕх нумайрах /пурĕ 7 çын пурнăçран уйрăлнă/.

«Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ халăх çулăмпа, кăмакасене хутнă чух, электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code