Манăн çуртăм – манăн хÿтлĕхĕм
Чылайранпа пулманччĕ Кушкă ялĕнче. Анлă урамсемпе утнă май ял сăн-сăпатне сăнатăн. Кăçал юр çусах тăчĕ пулсан та хÿсе кайнă кил-çуртсем, çĕр çине кичеммĕн тайăлса çĕрĕшнисем, питĕ сахал. Апла пулсан пурăнать ял, çулсерен çĕнелсе, аталанса пырать.
Кашни урама капмар та хăтлă çуртсем илем кÿреççĕ. Ялта культура çурчĕ çук пулсан та пĕрле пуçтарăнса Çĕнĕ çула урамра хаваслăн кĕтсе илесси те ырă йăлана кĕнĕ кунта.
«Манăн çуртăм – манăн хÿтлĕхĕм», – тесе ыт ахальтен каламан. Кашни хуçа хăйĕн йăвине ăшăрах та хăтлăрах, меллĕ те çаврăнăçуллă ăсталать. Шкул кассинчи Трофимовсен çурчĕ вара илемлĕхĕпе те, хăйне евĕрлĕхĕпе тÿрех куç умне пулчĕ. Урамранах брусчатка тротуар. Ăна шăлсах тăраççĕ те кунта юр çунăн та туйăнмасть. Пÿрт умне тимĕртен эрешлесе тунă картасем тытнă. Симĕс тимĕр хапхаран картишне иртетĕн. Унта та типтерлĕ, таса. Пÿрте кĕмелли картлашка карлăкĕсене те ылтăн алăллă ăста туни курăнать. Виçĕ хутлă çурта кĕрсе курмасăр чун чăтмарĕ. Кил хуçи, çывăх кунсенче çичĕ теçетке çула хыçа хăваракан Ирина Николаевна, пире тарават та ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ. Амăшĕ урисем ыратнипе канăç курманран хĕрĕсем кил-çуртне кăтартма ÿркенмерĕç. Типтерлĕ кил хуçисемпе пĕрле савăнмалăх пур кунта. Тÿрех курăнать, илеме курма, туйма пĕлекенсем ăсталанă.
– Хуняма та йывăç пÿртре пурăнма кăмăлланăран ăна пăстармарĕ пире вăхăтĕнче. Хама та йывăç çуртра пурăнма килĕшет. Ачасем çакна пĕлсе тăрса çурта кирпĕчрен мар, пĕренерен хăпартма шухăш тытрĕç, – сăпайлăн пуплет кил хуçи хĕрарăмĕ.
– Кăна тума ултă нульлĕ укçа-тенкĕ нумай кирлĕ пулни курăнать. Мĕн хака ларнă-ши? – тесе ыйтасах килчĕ. «Анне, сана миçе тенкĕ пĕтни мĕне кирлĕ? Пурнăç илемĕпе киленсе кăна пурăн», – терĕç ачасем. Çавăнпа та мĕн хака ларнине те пĕлместĕп, – терĕ пилĕк ача амăшĕ лăпкăн.
Ирина Николаевнăна ывăлĕсем тăван киле манманни, унăн тивлетне тытса пырас тесе ăнтăлни савăнăç кÿни пит-куçĕ ăшшăн çуталнинченех лайăх курăнчĕ. Çулне кура мар, чипер сăн-питлĕ те яштака вăл. Çамрăклах чир-чĕр çакланни кăна кăмăлне хуçать.
Кивелме пуçланă çурта тĕпрен пăсасси, кунти тăпра шывпа пуяннипе нушаланнăран ăна дренажпа типĕтсе çĕклесе лартнă капмар çурт çăмăлпа хăпарманни куç кĕретех. Паян вара вăл ял илемĕ.
Виçĕ хутлă пÿрте кăштах та пулин сăнласа памасăр иртес килмест. Ялсенчи миллионерсен çурчĕсене час-часах кĕрсе кураймастăн вĕт. Чи пĕрремĕш хутра, вăл кирпĕчрен, ятарлă пÿлĕмсем, котельнăй вырнаçнă. Икĕ пысăк газ хуранĕ ларать унта. 200 ытла тăваткал метрлă çурта хутса ăшăтма пысăк хăватлисене вырнаçтарнă. Тепĕр алăкран кĕрсенех путвал. Унта кил хуçи хĕрарăмĕ консервланă хăяр, помидор, варени савăчĕсене сентресем çине меллĕн вырнаçтарнă.
Пĕрене çурта хăпартиччен аялти хутра пĕр хĕл каçнă амăшĕ. Унăн пĕрремĕш хутĕнче пысăк зал, камин, хальхи йышши сĕтел-пукан, телевизор тата ытти. Чÿрече каррисене дизайнерсене хальхи модăпа çĕлеттернĕ. Зал çумĕнче Ирина Николаевнăн пÿлĕмĕ. Çутă тĕсе кăмăлланăран хĕрарăм вырăн çи виттийĕсемпе минтер пичĕсене, ĕлĕк хăй аллипе тĕрленĕ простыньсене ахаль сая ярас мар тесе, илемлĕн хăйне евĕр çĕленĕ. Кунтах пысăк кухня. Унти сĕтел-пукана та саккас парса тутарнă. Кухньăранах балкон çине тухма пулать. Унта çуллахи кану кĕтесĕ.
Иккĕмĕш хутра тăватă пÿлĕм. Иккĕшĕ ывăлĕсен çемйисен, тепĕр иккĕшĕ вĕсен ачисен: хĕр ачасен хăйсен, арçын ачасен хăйне уйрăм. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Пÿлĕмсенчен балкон çине тухма пулать. Санузелсем, душевăйсем кашни хутрах. Урайне чаплă йышши линолеум сарнă, вăл ăшăнать. Çавăн пекех урамра та, пÿртре те видеокамерăсем вырнаçтарнă. Мускаврисем амăшĕпе калаçсах, ăна курсах тăраççĕ, инçе çула пăхмасăр тăван киле час-часах килеççĕ. Хĕл кунĕнче те ахаль лармаççĕ, ĕç тупăнсах пырать вĕсем валли.
– Атте-анне килĕнчен хакли, ăшши çук. Çавăнпа та пирĕн, уйрăмах ывăлсен, тăван кил вучахне сÿнме памалла мар, – теççĕ ачисем пĕр шухăшлăн.
Çуркуннен малтанхи кунĕсенче Кушкăри Трофимовсем çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттерме палăртнă. Ялта юбилейсем нумай иртеççĕ-ха, анчах паян çĕнĕ çурт хăпартнине паллă туни уйрăмах хаваслăх çуратать. Çитменнине Ирина Николаевнăн юбилейĕ те. Ачисемпе, тăван-пĕлĕшсемпе, кÿршĕ-аршăпа пĕрле уяв кĕрекинче ларнинчен ырри мĕн пултăр.
Ырă вăрлăхран ырă çимĕç…
Ири аппа /çапла чĕнеççĕ ăна ялта/ Бариновсен йăхĕнчен. Ултă пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Пилĕк хĕрпе пĕр ывăл килĕшÿллĕ те çураçуллă пурăннинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Пĕр-пĕриншĕн епле кар тăраççĕ-ха. Тăванлăх туйăмĕ темле мултан та хаклине чун-чĕрисемпе туяççĕ.
Çемьере асли пулнăран сакăр класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ хĕрĕн.
– Хамăн питĕ малалла вĕренес килетчĕ. Садовод пулас килнĕ ĕмĕтĕме татса фермăна ĕçлеме кĕтĕм, – ачалăхне куç умне кăларчĕ Ирина аппа.
Малтанах скотникре тăрăшнă харсăр пике. Унтан ĕне сунă, пăру пăхнă. Ÿркенмен, вăр-варлăхĕпе палăрнă хĕре ял каччи куç хывнă. Ятлă хĕре ялтан кăлармаççĕ теççĕ мар-и-ха халăхра. Илья Трофимов патварлăхĕпе палăрнă, сăмаха çилпе вĕçтермен. Салтакра водитель пулнă. Тăван колхоза ĕçлеме килнĕ çамрăка хапăлласах йышăннă. Пĕр-пĕрне юратса чăмăртаннă çемье тăван хуçалăхра вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Çулсем иртнĕçемĕн Трофимовсен йыш хушăнсах пынă. «Вунă çулта пилĕк ача çуратрăм», – тет телейпе çиçекен хĕрарăм. Сак тулли ача-пăча çитĕнтерекен мăшăр фермăра вăй хунă вăхăтрах пайсем те илнĕ. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ ачисене. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ашшĕпе амăшĕ çумĕнче яланах ачисем кăштăртатнă, вĕсен ĕç-хĕлĕнчен тĕслĕх илсе ÿснĕ.
– Килте яланах килĕшÿлĕх хуçаланнă пирĕн. Ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме хуняма нумай пулăшнă. 23 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнтăмăр. Питĕ лайăх хĕрарăмччĕ, тирпейлĕччĕ вăл. Унăн сăмахĕнчен эпир пĕри те иртмен, – ăшшăн калаçрĕ иртнĕ çулсене аса илнĕ май вăл.
Пилĕк пĕр тăван ытлă-çитлĕ çитĕннĕ, пĕри ятарлă, ыттисем аслă пĕлÿ илнĕ. Асли, Саша, йăмăкĕсемпе шăллĕшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ача чухне çирĕпленнĕ йăла паян та сыхланса юлнă. Кĕçĕннисене ырă сĕнÿ-канашпа яланах пулăшма хатĕр вăл. Çурт тунă çĕрте ытларах пуçарулăх кăтартаканĕ те вăлах. Вăл Мускавра строительство фирми йĕркеленĕ.
Лена Аслă Пăла Тимешри почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонра тăрăшать. Кушкă ялĕн çыннисене пенси-пособипе тивĕçтерессипе, хаçат-журнал çырăнтарассипе яваплăха туйса ĕçлет, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупать. Аня хĕрĕ Кушкăри вăтам шкулти ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Коллективра пысăк хисепре, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ пысăка хурса хаклаççĕ ăна. Рита Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни, Коля, Мускавра хунав янă. Вăл та пиччĕшĕ пекех ăста строитель. Ывăлсем тĕп хулара хăйсен ăшă йăвисене çавăрнă. Яла чаплă йышши çăмăл автомашинăсемпе килсе çÿреççĕ. Кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те тăван ачисем пекех çывăх та хаклă амăшĕшĕн. 7 мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ те асламăшĕ-кукамăшĕ патне килсе çÿреме вăхăт тупаççĕ. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăнлăхра тытакан шухăшĕсене те ватăпа пĕрле сÿтсе яваççĕ. Упăшки ырă чунлă та харсăр пулнине пĕлтерет Ирина Николаевна. Нумай çул хушши водительте ĕçленĕскерĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. 2004 çулта тăрук чирлесе çĕрĕ кĕнĕ. Пысăк çухатуран вăхăт иртнĕçемĕн те лăпланса çитеймест хĕрарăм.
Трофимовсен Лена хĕрĕ ял ачинех, Анна Аслă Пăла Тимеш йĕкĕтне качча тухнă. Çавăнпа та вĕсен çемйисем куллен пулăшу кÿме васкаççĕ.
Чи пахи – ватлăхра амăшĕ пĕччен марри.
– Эпир халĕ те аннене куçран пăхса тăратпăр. Унăн кашни сăмахне тĕпе хуратпăр, – теççĕ пĕр тăвансем.
Трофимовсем ĕмĕртен кас çыннисемпе пĕр чĕлхере пурăннă. Çĕнĕ пÿрт хăпартнă çĕрте кÿршĕ-аршă, тăванĕсем пулăшу аллине тăснăшăн хĕпĕртет ăшпиллĕ кил хуçи.
– Ара, икĕ çул турăмăр ăна. Строительсене пăхасси те çăмăл мар. Пĕри чăкăт туса килсе парать, тепри студень, виççĕмĕшĕ тата ытти çимĕç хатĕрлет. Килĕшÿре пурăннинчен лайăххи нимĕн те çук, – палăртрĕ вăл.
– Ачасемпе мухтанма хушман. Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсене кашниех тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме тăрăшатпăр. Хăйсен аллипе тунă кил-çурт темрен те хаклă ĕнтĕ. Тăван кил çутине хĕвел çутипех танлаштарма пулать тăр, – тет сăпайлă хĕрарăм.
Капмар çуртра нумай çул ырлăхра савăнса пурăнмалла пултăр Ирина Николаевнăн. Кун пек ачасемпе мăнаçланмалăх пурах. Ырă йывăç ырă çимĕç парать тени тĕрĕсех.
В.КИРИЛЛОВА.