Йошкар-Ола хулинчи музейсем хушшинчи «Истоки. Рожденные на Волге» партнерла проектăн малаллахи программипе Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ виçĕ тапхăра хутшăнчĕ. Тăваттăмĕш тапхăр «Народ, одетый в самоцветы» – головные уборы и украшения» ятпа иртет. Эпир хамăрăн курава та çак ятпа уçрăмăр. Республикăри анатри чăвашсен пуçа тăхăнмалли тата капăрлăхсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр те ăна. Çавăн пекех пирĕн курав залĕнче хамăр тăрăхри маçтăрсен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ «Авалхи ал-ĕç управçисем» ятлă курав ĕçлет. Унта татăксенчен çĕленĕ япаласемпе /С.Голубева, А.Портнова, Е.Портнова/, çыхнă шлепкесем тата хаçатран йăваласа хатĕрленĕ карçинккасемпе, шăрçасемпе /Д.Евдокимова/, хальхи йышши эрешлесе çыхнă нускисемпе /Л.Пешкумова/, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсемпе /И.Егорова/ тата çыхнă япаласемпе /Н.Муллина/ паллашма пулать. Атăлçи округĕнче вырнаçнă 57 музей пирĕн тăрăхри çынсем мĕнлерех çи-пуç тăхăннине интернетри «ВК» сайтри «Яльчикский народный музей» ятлă ушкăна кĕрсе паллашма пултарĕç. Округри партнерсемпе çыхăнса хамăрăн кулленхи ĕçе çĕнетес тесе тăрăшатпăр.Çулталăк хушшинче иртекен проектăн малаллахи тапхăрĕсене те хутшăнас тĕллевлĕ эпир.
С.СТЕПАНОВА.