Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе велосипедпа çÿрер-и?

Ĕçе велосипедпа çÿрер-и?

Кăçалхи майăн 18-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 21-мĕшĕччен «Ĕçе — велосипедпа» Пĕтĕм Раççейри акци иртет.

Ăна сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ялан ĕçри çынсене ытларах уçă сывлăшра пулма пулăшас тата экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Апла пулсан, районта пурăнакансем малашне инçе çула çывхартса автомашинăсемпе мар, велосипедсемпе çÿренине курса тăрăпăр.

Сăмах май, 2017 çулта «Ĕçе — велосипедпа» акци Раççей Федерацийĕн 35 субъектĕнче иртнĕ. Ку чухне чи малтан Патшалăх Думин депутачĕсемпе профильлĕ министерствăсен сотрудникĕсем, тĕрлĕрен регионсемпе хуласен ертÿçисем тĕслĕх кăтартнă. Унта 200 ытла компани,1 миллион ытла çын хутшăннă.

…Эпир те Раççей шайĕнче иртекен акцие хутшăнар-и, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартар-и?

/Хамăр корр./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code