Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх художество музейĕнче Владимир Кудряшев ÿнерçĕн куравĕ уçăлнă.
Владимир Владимирович Кудряшев /Кудряшов/ – пирĕн ентеш, 1902 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕкре /халĕ Епчĕк/ столяр çемйинче çуралнă. Ашшĕ иккĕ авланнă. Иккĕмĕш арăмĕнчен тăхăр ача пулнă. Аслисен – Петрпа Владимирăн – пĕчĕкренех ÿкерÿ патне пысăк туртăм палăрнă. Петр, шел, 20 çулта чухнех çĕре кĕнĕ.
1907 çулта çемье Çĕрпÿ хулине куçса кайнă. Володя прихут шкулĕнче вĕреннĕ. Учитель унăн пултарулăхне тÿрех асăрханă. Çавна май 12 çулти ачана Хусанти ÿнер шкулне куçараççĕ, стипендипе тивĕçтереççĕ. Унта вăл Н.И.Фешин, П.П.Беньков, П.М.Дульский тата ытти паллă преподавательсен витĕмĕпе аталанать. Уйрăммăн – живопиçе В.С.Щербаков, скульптура ĕçне В.С.Богатырев патĕнче алла илет.
В.Кудряшевăн вĕренÿрен ÿнер тытăмне куçасси 1918-1921 çулсене тивет – вăл отчетлă тата патшалăх куравĕсене хастар хутшăнать. Хăйне живопиçре, гравюрăра, сценографире тĕрĕслет, театр валли декорацисем хатĕрлет.
1919-1923 çулсенче Рабочи-хресченсен Хĕрлĕ Çарĕнче хĕсметре тăнă тапхăрта плакатсемпе ĕçлессине тĕпе хунă. Чи палли – «Могучим ударом труда мы уничтожим разруху» ĕçĕ. «Казанский Кремль. Офорты» альбома гравюра ăстисем – Э.Голлербах, М.С.Базыкин, С.Н.Гольдштейн пысăк хак панă.
1920 çулсен пуçламăшĕнче В.Кудряшев кÿлепеллĕ сăнарсем ăсталассипе пĕрремĕш утăмсем тăвать. Хусанти наци музейĕн фондĕнче вăл йывăçран касса тунă 10 ытла фигура упранать. Вĕсене шкул çулĕнчи ача алли «чĕртнĕ» тесе те калаймăн. Çамрăк автор япалан формине, калăпăшне, шайлашăвне чунпа туйни, модельсен психологи уйрăмлăхне уçăмлă палăртни кашни ĕçĕнче витĕмлĕ курăнать.
Асăннă çулсенче художникшăн авангардлă шыравсем те ют мар. Уйрăмах йÿнĕ материалтан – рейкăсемпе фанерăран хатĕрленĕ скульптура хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнланă куракана. Ун чухнехи агитмассăллă праçниксенче çавнашкал вăхăтлăх композицисем пĕлтерĕшлĕ те пулнă. 1927 çулта Мускаври патшалăх ÿнерпе техника институчĕн пулас студенчĕн «Голова рабочего» ĕçĕ ÿнер маçтăрĕсенче те кăсăклану çуратнă, ун пирки хаçатсенче çырнă. Скульптурăпа паллашма института халăх çут ĕç комиссарĕ А.В.Луначарский килсе кайнă. Малалла Мускав урамĕсемпе площачĕсене капăрлатассинче асăннă меслетпе те усă курнă.
Мускаври совет художникĕсемпе скульпторĕсен союзĕн членĕ 30-мĕш çулсен варринче А.С.Пушкин сăнарне, «Амăшлăх» темăна калăплассипе кăсăкланать. Мăшăрĕн /Анна Николаевна Вильям/ тата ачисен портречĕсене 1938 çулта Нью-Йоркри йĕркелÿ комитечĕ вĕсене бронзăран тума заказ парать. 1940 çулта амăшлăх ярăмри ĕçсене, гипс-цементран калăпланăскерсене, çĕршывăн тĕп хулинчи Сокольники, Измайлово, Останкино паркĕсенче вырнаçтарнă.
1941 çулхи юпа уйăхĕнче В.Кудряшев Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса каять. Çапăçусене хутшăнать, Хĕвеланăç фрончĕн 10-мĕш армин Политпайĕнче чертежник, каярахпа художник пулса ĕçлет. 1943 çулта госпитальте вăрах вăхăт сипленет вăл. Суранĕсем йывăр пулнă-тăр çав: 1944 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Саманан йывăр тапхăрĕсене пăхмасăр çамрăкăн ÿнерти çул-йĕрĕ такăрланма пуçлани куçкĕрет. Вăл пĕтĕм жанрта та çÿле çĕкленме пултарнă. Ентешĕн ĕçĕсем халĕ А.С.Пушкин ячĕллĕ сăнарлă ÿнерĕн патшалăх, Хусанти наци музейĕсенче, Третьяков патшалăх галерейинче упранаççĕ. Çавăн пекех Дрезденри /Германи/ гравюра музейĕнче те вырăн тупнă.
Н.МАЛЫШКИН.