Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Зебра» çинче тимлĕ пул

«Зебра» çинче тимлĕ пул

Республика çул-йĕрĕ çинче çуран çÿрекенсем каçмалли вырăнта автомашинăсем граждансем çине пырса кĕнĕ тĕслĕхсем, шел пулин те, час-часах тĕл пулаççĕ.

Инкексен пысăк пайĕнче водительсем айăплă. Çакă хăш та пĕр водитель саккунсене уяманнине, хăш чухне «зебра» çуран çÿрекене хÿтĕлесех çитерейменнине çирĕплетет. Çул урлă каçаканăн кирек хăçан та тимлĕ те асăрхануллă пулни унăн пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварма пулăшнине асрах тытмалла. Урана çул çине ярса пусас умĕн пешеходăн çывхаракан автомашинăн хăвăртлăхне уямалла, вăл чарăнма хатĕррине туйсан анчах çур урлă шанчăклăн каçма юрать.

Водителĕн çул çинче уйрăмах тимлĕ пулмалла. «Çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăн» паллăна асăрхасанах хăвăртлăха чакармалла, палăртнă вырăнта чарăнмалла. Çул-йĕр правилисем водителе çуран çÿрекенсем каçакан вырăнта çаврăнма, хыçалалла чакма чараççĕ. Чарăнупа «зебра» хушшинчи хушă 5 метртан кая мар пулмалла.

Кăçал районта çул-йĕр правилисене пăсса юраман вырăнта çул урлă каçнăшăн 1 çуран çÿрекене тата çул урлă каçакан граждансен çулне пÿлнĕшĕн 2 водителе административлă майпа явап тыттарнă.

А.СЕРГЕЕВ,
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code