Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесене уйрăм тимлĕх

Çемьесене уйрăм тимлĕх

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлура тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Тунтикун культура ĕçченĕн кунĕпе пĕр килнĕ май, Николай Петрович халăха канупа илемлĕх парнелекенсене уявпа саламларĕ, ăнăçупа çирĕп сывлăх сунчĕ, «культура» ăнлава яланах тÿрре кăларма сĕнчĕ.

Малалла Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Евгения Михайлова «Регион шайĕнчи «Демографи» тата ăнăçсăр çемьесене вăхăтлă тупса палăртасси çинчен» çĕнĕ проектпа паллаштарчĕ. Вăл 12 наци проектĕнчен пĕрремĕш шутланать. Унпа килĕшÿллĕн ятарлă организацисем ача çуралсан çемьене укçа-тенкĕ енчен пулăшасси, виçĕ çула çитичченхи ачасене воспитани пама условисем йĕркелесси, аслă ăрурисене тимлĕх уйăрасси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси – тĕп тĕллевсем.

Общество тĕрекĕ кашни çемьерен, унăн вăйĕпе килĕшÿлĕхĕнчен нумай килет. Урăхла каласан, мĕнле çемье – çавăн пек общество.

Проект 2024 çулччен ĕçлет. Унта çав тапхăр тĕлне вăтам сывă пурнăç тăршшĕне 67 çула çитерме палăртнă. Асăннă тĕллеве кашниех ырă шухăш-кăмăла мала хурсан, таса кун-çул тытса пырсан пурнăçлама пулатех. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 2024 çул тĕлне физкультурăпа туслисен йышĕ 55 процентпа танлашмаллине палăртнă. Çавна май малашне кашнийĕн харпăр хăйĕн сывлăх паспорчĕ те пулĕ.

Районти çемьесене цифрăсемпе тишкерсен çакăн пек ÿкерчĕк курăнать: нумай ачаллисем – 277 /вĕсенче 894 ача/, тулли маррисем – 248 /351/, ăнăçсăррисем – 30 /64/, инвалид ачасем – 62, тăлăх ачасем – 56. Евгения Николаевна уйрăмах инкеклĕ çемьесем пирки чарăнса тăчĕ.

Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тата районти тĕрлĕ профилактика субъекчĕсен специалисчĕсем кăçал çула çитмен 103 ача пурăнакан 43 çемьере /2018 çулта – 265 çемье/ пулса вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă, ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ. Шел пулин те, сисчĕвленмелли сăлтавсем çук мар – ятарлă учетра тăракан хăш-пĕр çемьесенчи пурнăç условийĕсем паянхи куна ниепле те тивĕçтермеççĕ: тирпейсĕрлĕх, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, ачи-пăчине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманни… Экран çине тухса пынă слайдсем тăрăх тĕрлĕ ăпăр-тапăр ăшне путнă пурăнмалли пÿлĕмсене сăнанă май кашниех хăйне ыйту пачĕ-тĕр: «Ку чыссăрлăх пирĕн районта мар пулĕ ĕнтĕ;».

Паянхи пурнăçпа пач килĕшсе тăман тĕслĕхсене тишкернĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕтĕм профилактика субъекчĕсене, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлессине куллен çирĕп контрольте тытмаллине, малашне те ку тĕлĕшпе отчетсем итлессине палăртрĕ.

Социаллă пулăшу центрĕ йывăрлăха лекнĕ ачасене çуллахи тапхăрта сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Республикăри хула çум кану учрежденийĕсенче кăна мар, Елчĕкри, Кушкăри, Лаш Таяпари вăтам шкулсенче те 80 ача хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетĕç…

Апрелĕн 15-мĕшĕнче цифрăллă телевидени çине куçасси пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вырăнсенче ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинчен Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Леонид Кошкин, Алексей Мартышкин, Алина Смирнова, Алексей Трофимов каласа пачĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли площадкăсем тăвас, вырнаçтарас тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хускатнă ыйту тавра МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен сотрудникĕ Татьяна Адюкова сăмах илнĕ май, пĕтĕм предприяти, организаци вăхăта тăсса ямасăр çÿп-çап турттарса тухассипе çÿлерех асăннă организаципе килĕшÿ тумаллине пĕлтерчĕ. Специалист малашне ĕç офисĕнче халăха шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кунах йышăнать.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code