Николай Кириллович Романов Шăмалакра çуралнă. Ялти шкулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанри Караганда хулине монтажник-каменщик профессине вĕренме тухса кайнă. Унтанах çар ретне тăнă: Çурçĕр флотне лекнĕ кĕрнеклĕ каччă, анчах тинĕсре мар, çыран çинче ирттернĕ хĕсметне. Çапах та тинĕс тени хирпе вăрман тĕнчинче çитĕннĕ Николай Романовăн чунĕнчи куçа курăнман хĕлĕхĕсене сĕртĕнсе вăратнах: вăл хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен киле таврăнмасăрах Мурманскри тинĕс пароходствине ĕçе вырнаçнă. Унăн ĕç кĕнекинче пĕр предприяти пичечĕ çеç – шăпах Мурманскри тинĕс пароходствин. Унта матрос пулăшуçинчен пуçланă та, каярах матрос, боцман пулса тăрăшнă. Паян Раççей Федерацийĕн хисеплĕ полярникĕ Шупашкарта пурăнать, тăтăш тăван ялта пулать – ачаран çара уран чупнă çĕр тăрăх утса, вăрманта уçăлса çÿресе вăл чунĕпе канать.
Карск тинĕсĕнчи пĕрремĕш шторм
– Николай Кириллович, мĕнле лекнĕ-ха эс тинĕс пароходствине, унччен тинĕсе пĕрре те тухса курманскер?
– Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсе пырать, ăçта та пулсан ĕçлемелле-çке. Тăван ялта тем ĕçех çук, Карагандана таврăнас килместчĕ, унта вĕреннĕ, çарччен кăштах ĕçленĕ пулсан та. Вара эпир, виçĕ юлташ, Мурманска çыру çыртăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пароходствăран хурав килчĕ: пире илме хатĕр-мĕн, тульккăш часть командирĕнчен характеристика кирлĕ. Эпир нихăçан та ĕçрен ютшăнса тăман, мĕн хушнă – çавна тунă, пире командир хаваспах лайăх характеристика çырса пачĕ. Çапла лекрĕм те тинĕс пароходствине.
– Мĕнле-мĕнле карапсем çинче ĕçленĕ эс?
– Нумайăшĕн çинче. Пароходствăра унта пĕр-пĕр карап çумне çирĕплетмеççĕ матроссене, ăçта çын кирлĕ – унта яраççĕ. Эпĕ «Киев» ледокол çинче матрос пулăшуçинчен пуçланă, кайран «Обь», «В.Качалов», «Петродворец», «Мария Ермолова», «И.Сусанин», «И.Папанин», «К.Данилкин» тата ытти карапсем çинче çÿренĕ. Малтан – матрос, 1985 çултанпа – боцман пулса. «Тикси» карап çинче эпĕ боцман пулнă, ăна йышăнма хамах кайнăччĕ Финляндие. Ку карапа финсем тунă, Турку хулинчи верфьра. Икĕ уйăх пурăнтăмăр Финляндире, карапа тĕрĕслерĕмĕр, пахаларăмăр, хăнăхрăмăр.
– Эсĕ – хир çынни. Тинĕсре хăрушă марччĕ-и? Малтанхи вăхăтсенче, калăпăр…
– «Киев» ледокол çинче ĕçлеме пуçласанах питĕ хăрушă шторма лекрĕмĕр. Карск хапхинчен Карск тинĕсне тухрăмăр çеç – пуçланчĕ. Ледокол вăл пăрсем хушшинче çеç çирĕппĕн пырать, уçă тинĕсре шторма лексен ăна енчен енне чÿхет çеç – ачасен «ванька-встанька» тетти пек. Шыври пушă çăмарта пек вăл. Пире Франц-Иосиф Çĕрĕ çинчи полярниксем икĕ шурă упа çури парнеленĕччĕ /пĕрне эпир «Ленин» ледокол экипажне парнелерĕмĕр/, шторм вăхăтĕнче çав упа çури тата тинĕсе ÿкрĕ. Темле хăрушă пулсан та вертолета çĕклерĕç, шырарĕç-шырарĕç – тупаймарĕç. «Шурă упасем тинĕсре лайăх ишеççĕ, çăлăнчĕ пулĕ», – тесе хамăра хамăр йăпатрăмăр ун чухне. Шторм вара тата вăйланчĕ, ирĕксĕрех утравсем хыçне пытанса вăл иртессе кĕтме тиврĕ. Çавăн чухне пĕрремĕш те юлашки хут шутласа илнĕччĕ: «Ăçта лекрĕм эп, Мурманска таврăнатăп та хам ирĕкпе ĕçрен кайма ыйтса çыратăп», – тенĕччĕ. Кайран çанталăк лăпланчĕ, мана отпуск пачĕç, эпĕ те лăплантăм. Тек унашкал шухăшсем çуралман, темле йывăр лару-тăрăва лексен те.
– Николай Кириллович, капитан пулас килместчĕ-и?
– Пĕр хушă унашкал шухăш пурччĕ, анчах пит çирĕпех пулман пуль çав. Боцмана вĕренме вара мана хамăр капитан ыйтрĕ, квалификаци экзаменне лайăх тытса боцман пулса тăтăм.
– Ун чухне ют çĕршывсене çÿрекен моряксем тарса юлнă, Совет Союзне таврăнман тĕслĕхсем те чылай пулнă… Санăн унашкал шухăш çуралман-и?
– Нихăçан та. Манăн темшĕн яланах хăвăртрах киле таврăнас килетчĕ. Сăмах май, пирĕн те ун пек пĕр пăтăрмах пулнăччĕ: Монреаль хулинче радиооператор çухалчĕ, таврăнмарĕ. Ун хыççăн пире тата та çирĕпрех тытма пуçларĕç – тарасран хăранă ĕнтĕ.
– Николай Кириллович, «Гижига» Антарктидăна каяссине пĕлсен мĕнле туйăмсем çуралчĕç: мăнаçлăх-и, шикленÿ-и е тĕнче хĕррине кайса курасси илĕртрĕ-и?
– Тĕрĕссипе, пурин те Антарктидăна çитсе курас килетчĕ. Ун пекки пĕрре пулма пултарать пурнăçра. Ку – хăйне май Турă парни, ăраскал. Анчах каяс кăмăллисем нумаййăн та, ун чухлĕн кирлĕ мар-çке. Вара пурне те питĕ тĕплĕн тĕрĕслеме пуçларĕç, камăн хăçан та пулсан мĕнле те пулин кăлтăксем, йĕркене пăснисем пулнă – тÿрех командăран кăларчĕç.
– Сăмах май, «Гижига» тени мĕне пĕлтерет? Чылай карапа паллă çынсен е географи объекчĕсен ячĕсене панă, параççĕ те, ку – илтмен сăмах.
– Магадан облаçĕнчи юхан шыв ячĕ вăл. Унашкал тепĕр дизель-электроход пурччĕ пароходствăра, Якутири Оленек юхан шыв ячĕллĕскер. Унăн каймалла пулнă та Антарктидăна, анчах Дани патшалăхĕнчен инçех мар айванла сăлтава пула «Оленек» хирĕç килекен караппа çапăннă та çунса кайнă. «Гижигăна» вара хăвăрт-хăвăрт хатĕрленме хушнă – 25-мĕш Антарктида экспедицин планне çÿлте çирĕплетнĕ пулнă ĕнтĕ.
– Питĕ инçе çул… Тĕплĕн каласа парсан темиçе статья та çырма пулĕ-тĕр, çапах та, чи асра юлнă самантсене аса ил-ха.
– Эпир Ленинградран /халĕ – Санкт-Петербург/ 1979 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче тухрăмăр, каялла 1980 çулхи çĕртмен 11-мĕшĕнче таврăнтăмăр – шăп та лăп çур çула тăсăлчĕ пирĕн экспедици. Пысăк штормсене лекнине астумастăп. Малтан Канар утравĕсене кĕтĕмĕр, унта шыв, апат-çимĕç туянтăмăр, Африка хĕррипе анса Антарктидăна çитрĕмĕр. Унта «Мирный» станцире япаласем пушатрăмăр, 2 вертолет тиерĕмĕр, унтан Австралири Мельбурн хулине çул тытрăмăр. Пирĕн карап çине Америкăра туса кăларнă спутник навигаторне вырнаçтармалла пулнă. Анчах та Австралире Совет Союзне хирĕçле бойкот пулнине пĕлтерчĕç, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршыв Афганистана кĕрсе кайнăччĕ çав вăхăтра. Çĕнĕ Зеландие кайма тиврĕ, унта вара американсем навигаторне лартса пачĕç. Ун хыççăн Антарктида енне: малтан «Русская» станцие уçрăмăр, кайран «Беллинсгаузен» станцие кĕрсе вĕсене кирлĕ таварсене пушатса хăвартăмăр. Вара – киле. Çула май, чăн та, темиçе çĕршыва кĕрсе тавар тиесе-пушатса тухрăмăр.
– Ку станцисем Антарктидăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вырнаçнă, апла эсир пăрлă континента йĕри-тавра çаврăннă пулать…
– Çапла, пур меридиана та иртрĕмĕр эпир. Çĕр тавра кĕске çулпа çаврăнни ĕнтĕ вăл. Антарктидăна пур енчен те пăхса килентĕмĕр: ку – нимĕнле сăмахпа та каласа парайми асамлăх. Пĕр енчен, талккăшпех пăр та юр темелле, анчах юрпа пăрăн та илемĕ тĕрлĕ енлĕ.
– Антарктида тесенех пингвинсем аса килеççĕ. Мĕнлескерсем вĕсем, матроссене мĕнле кĕтсе илчĕç?
– Хăрамаççĕ вĕсем, хăйсене чăннипех те пăрлă континентăн чăн хуçисем пек тытаççĕ. «Русская» станцие уçнă чухне нумай тăтăмăр, контейнерсене пушатрăмăр, полярниксем пурăнмалли-ĕçлемелли çуртсене çĕклерĕмĕр, пингвинсем чылаййăнччĕ унта. Пыраççĕ те тăраççĕ пăхса, контейнерсем тавра тем шыранăн çÿреççĕ, ĕçлеме кансĕрлесе ура айĕнче пăтранаççĕ. Тапсах яратăн, каять айккине, анчах кăштахран каллех килет, каллех пуçлать кансĕрлеме. Унтах тем пысăкăш кит курнăччĕ тата, икĕ хутчен шывран тухса сывласа илчĕ те чăмса çухалчĕ.
– Акулăсем тата мĕнлерех?
– Акулăсем питĕ йышлă океансенче, вĕсем яланах карапсем çумĕнче конвой пекех ишеççĕ. Антарктидăран таврăннă чухне ĕçсĕр аптранă полярниксем акула тытмалли пысăк вăлта ăсталарĕç, чылай мекеçленнĕ хыççăн тытрĕç-тытрĕçех пĕрне. Икĕ метр вăрăмăшне аран-аран çĕклерĕç палуба çине. Эпир тинтерех çеç палубăна сăрланăччĕ, акула пĕрре çеç çапрĕ хÿрипе, пирĕн сăрăран нимĕн те юлмарĕ. Акулăн тирĕ наждак хучĕ евĕрех.
– Какайĕ тутлă-и ун?
– Эпир çимен ăна. Çакса хутăмăр та типĕтрĕмĕр, типсен кашни хăйне валли татăк-татăк касса илчĕ, сувенир вырăнне.
Тăван ялтах лайăх
– Миçе çĕршывра пулнине шутламан-и эс? Халь çавсенчен хăшне тепĕр хут кайса курас килет?
– Нумай çĕршывра пулнă, чылайăшĕнче темиçе хут та: Америкăра, Канадăра, Кубăра, Мексикăра, Бразилире, Аргентинăра, Японире, Китайра, Сингапурта, Австралире, Çĕнĕ Зеландире, Египетра, Европăри пур çĕршывра та темелле… Анчах ниçта та тепĕр хут кайса курас килмест. Эпĕ тĕнче курса çÿресе тăрантăм, çитмен вырăн юлман темелле, анчах та тăван ялпа Шупашкартан лайăхрах вырăн ниçта та тупаймарăм.
– Эс темиçе хутчен те экватор урлă каçнă пулса тухать, ку моряксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ теççĕ те…
– Тăватă хутчен каçса экватор урлă, пиллĕкмĕшĕнче кăштах çитеймерĕмĕр, Японие, Китая, Сингапура кĕтĕмĕр, Малайзи проливне иртсен каялла çаврăнтăмăр. Экватор урлă каçнă чухне яланах Нептун уявне йĕркелеттĕмĕр. Палуба çинче бассейн ăсталаттăмăр, унта пурне те ывăтаттăмăр, кайран кашнин купарчи çине Нептун пичетне çапаттăмăр: ку экватор урлă каçакан Нептун тусĕ пулса тăнине, тинĕс турри ăна яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерет.
– Совет матросĕсене ун чухне тенкĕпе е долларпа тÿленĕ?
– Тенкĕпе, анчах ют çĕршывсене кайсан долларпа шутласа паратчĕç.
– Ун чухне ют çĕршыва çÿрекен матроссен тепĕр «çăмăллăх» пулнă, вĕсем Совет Союзĕнче çук япаласем туянса килме пултарнă…
– Çапла. Японире эпир пурте машинăсем туяннăччĕ, эпĕ «Мицубиси Мираж» илтĕм. Магнитофонсем, джинс тум, ытти ăпăр-тапăр туянкаланă ĕнтĕ, анчах çакă часах йăлăхтарчĕ.
– Вăл вăхăтсене аса илер-ха, «сивĕ вăрçă» самани пырать, сире Америкăра, ытти çĕршывсенче еплерех йышăнатчĕç?
– Америкăра çеç кăштах туйăнатчĕ «сивĕ вăрçă» ахрăмĕ, ытти çĕрте çук. Тĕслĕхрен, Америкăра пирĕн газовиксем валли шурлăхсенче çÿреме пултаракан вездеходсем тиемеллеччĕ – памарĕç. Çавсенех Канадăра тиерĕмĕр, Канадăрах урăхларахчĕ. Сăмах май, 1976 çулхине пулчĕ вăл, Монреаль хулинче Олимп вăййисем пыратчĕç. Эпир пĕрремĕш хут кĕнĕ кун вăйăсем шăпах уçăлатчĕç, кайран тепĕр хут таврăнтăмăр, Олимпиада вĕçленнĕччĕ. Вара олимпиецсем пурăннă, ăмăртнă вырăнсене пăхса çÿрерĕмĕр, сувенирсем туянса тултартăмăр.
– Николай Кириллович, эс таçта та çитнĕ, тем те курнă, асра юлнă чи техĕм апат хăшĕ пулчĕ саншăн?
– Тем те çисе курнă, анчах та чăмăрла пĕçернĕ çĕрулмипе тăварланă сельдьрен тутли нимĕн те çук. Карап çинче тепĕр чухне уявсем пулаççĕ те, кок ыйтать: «Мĕн хатĕрлемелле уяв ячĕпе?» Вара пурте харăс кăшкăраттăмăр: «Чăмăрла çĕрулмипе тăварлă пулă!».
Магелланпа Дрейк çулĕсемпе
– Николай Кириллович, «Русская» станцие уçнăшăн сире правительство мĕнле те пулсан чысларĕ-и?
– Пароходствăран Хисеп хучĕсем, укçан парне пачĕç, Ленинград хулин пуçлăхĕсем, Арктикăпа Антарктида наука институчĕн профессорĕсем саламларĕç – правительство наградисем пулман.
– Тĕплĕнрех каласа пар-ха çак станци çинчен.
– Ăна эпир 1980 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçрăмăр, Совет Союзĕн ялавне çĕклесе, гимн-не юрласа. Вара станцире 9 полярник юлчĕ. Унта пурăнмалли, ĕçлемелли çуртсем турăмăр, тата мунча. Вертолетсемпе «Гижига» çинчен 232 тонна япала пушатрăмăр, çав шутра 90 тонна – çунтармалли материалсем, 13 тонна – апат-çимĕç. Анчах та ĕçлесси час пулмарĕ, тăман тухнипе вертолетсем темиçе кун пачах вĕçеймерĕç. Пĕр ушкăн станциреччĕ тăман тухнă самантра, вĕсем чутах шăнса вилмен асар-писер алхаснă виçĕ кун хушшинче.
– Хăрушăччĕ-и?
– Тĕрĕссипе, кашни самант хăрушă унта. Эпир «Русская» станци патне Амундсен тинĕсĕпе пăрсем витĕр кайрăмăр, ку питĕ хăрушă çул. Тĕрĕссипе каласан, «Гижига» вăл вăхăтра ку çулпа кайнă иккĕмĕш карап çеç пулнă, никам та хăйман унта çÿреме. Енчен те çанталăк пăсăлса кайсан пăрсем карапа кирек хăш самантра та çыртса лартса капкăна илме пултарнă. Вырăн-вырăн пăр катрамĕсем карап çÿллĕшчĕ, алăпа тытма пулатчĕ вĕсене.
– Каяллахи çул мĕнлерехчĕ, Антарктидăна тавра çаврăннине шута илсен ытти вырăнта та çăмăлах пулман пулĕ-ха?
– Амундсен тинĕсĕнчи пек кăткăс лару-тăру тек ниçта та пулман. Анчах йывăр вырăнсем сахал мар вăл тăрăхсенче, океан океанах ĕнтĕ. Маншăн 25-мĕш Антарктида экспедицийĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ: Антарктидăна çитсе правительство ĕçне пурнăçланипе те, пăрлă континента курнипе те, тĕнче тавра çаврăннипе те… Тата çак экспедици вăхăтĕнче эпир Магеллан проливĕ витĕр иртрĕмĕр, Ырă Шанчăкпа Горн мысĕсем патĕнче пултăмăр. Авалхи моряксем çак çула иртнĕ хыççăн хăлхисене ылтăн алка çакнă тет, ку – питĕ хăрушă çул шутланнă, ăна ишсе тухни паттăрлăхпа танлашнă.
– Николай Кириллович, кăсăкланман-и, халь мĕнлерех пурăнать-ши эсир уçнă станци?
– Хаçатра вуласа пĕлнĕччĕ, 1990 çулхине тăхăр çул ĕçленĕ хыççăн ăна хупнă иккен, 2007 çулхине вара 53-мĕш Антарктида экспедицийĕ унта çынсемсĕр, хăй тĕллĕн ĕçлекен тĕпчев аппаратурисене вырнаçтарнă.
Владислав НИКОЛАЕВ.