Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ешерет калча. Çĕр ĕçченĕн чунĕ савăнать

Ешерет калча. Çĕр ĕçченĕн чунĕ савăнать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине – калчасем епле шăтса тухнине малтан уй-хирсене комиссипе тухса тĕрĕсленĕ. Иртнĕ кунсенчи канашлура вара ĕçе пĕтĕмĕшле хак пачĕç. Çĕнтерÿçĕсене çитес шăматкун, июнĕн 8-мĕшĕнче районти Акатуйра чыслама палăртрĕç.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин палăртса каланă пекех, малашне мĕнле пулĕ те, анчах çанталăк условийĕ çак вăхăтченех ял çыннине ăнланнă, ун майлă пулнă пекех. Ака ĕçĕсене агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса хăварнине, ик-кĕмĕшĕнчен – çумăрĕ те шăпах вăхăтлă, тăпрана витермелле çуса панине шута илсен, çĕр ĕçченне тинех чун кĕнĕн туйăнать. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх организацийĕсен ĕçри ăнăçлăхĕ нумай чухне çынран мар, çанталăк пулăмĕсенчен нумай килнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Иртнĕ çул, ав, лару-тăру епле килсе тухрĕ: çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатас, ĕç калăпăшне чакарас тата ытларах тухăç алла илес тĕллевпе акса хăварнă кĕр тыррисем /7363 гектар! калама анчах ансат/ тăпрара нÿрĕк пулманран хĕл каçайманни – пĕтни районти аграрисем умне пысăк тăкаксемпе /49 миллион тенке яхăн/ çыхăннă йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Куç хăрать те алă тăвать. Ял çынни чăтăмлă, теветкеллĕ пулни, ума тухса тăнă йывăрлăхсен умĕнче çухалса кайманни – пĕр вăхăтрах юрăхсăра тухнă лаптăксене те кая юлмасăр çĕнĕрен акса хăварма пултарни лару-тăруран пуçĕпех çăлăнса тухма май панă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çирĕплетсе каланă тăрăх, кăçал районти хуçалăхсем тĕш тырă культурисене 21700 гектар акса хăварнă. Унсăр пуçне, çĕр улми – 510, пахча çимĕç –120, выльăх апачĕ валли уйăракан культурăсен лаптăкĕсем 14600 гектар йышăнаççĕ.

Уй-хирсене комиссипе тĕрĕсленĕ чухне яланхи пекех çĕрпе тухăçлă усă курнине, уйсен, ун çывăхĕнчи çулсен культурине, акнă лаптăксен тÿрĕлĕхне, калчасен çăралăхне, пусă çаврăнăшне епле йĕркелесе пынине, ĕçлесе хатĕрленĕ çĕр пахалăхĕ мĕнле пулнине тĕп вырăна хурса хакланă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тата фотоматериалсене тишкернĕ май ертÿçĕсемпе специалистсем малта пыракансен /АСК-Яльчики», «Яманчурино» ОООсен, «Сатурн», «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсен/ паха ĕç опычĕпе тата анлăрах паллашрĕç.

Çу уйăхĕсенчи кашни кун уй-хирте çĕнĕ ĕç пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Хальхи вăхăтра шăпах шыв пек пĕр тикĕссĕн çитĕнекен калчасене сыхласа хăварассипе çыхăннă мероприятисене – çум курăкран хÿтĕленсе, тĕрлĕ чир-чĕре, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе им-çам сапассипе тимлеççĕ. Çак ĕçсене пурне те кĕске вăхăтра – тырă пучах сăхиччен пурнăçлама ĕлкĕрмеллине уй-хирте тăрăшакан лайăх ăнланать.

Калчана кирлĕ пек ÿссе çитĕнме тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ. Анчах çакă çум курăка аталанмалли лайăх услови те. Агрономсем хальхи вăхăтри шăрăх кунсенче хурт-кăпшанкă, уйрăмах вĕт пăрçа /блошка/ хăвăрт сарăлма пултарнине çирĕплетеççĕ. Апла пулсан агрохими мероприятийĕсене кая юлмасăр пурнăçламалла. Çут çанталăк ырлăхне пула япăх мар тухăç алла илме шанăç паракан ял хуçалăх культурисене сыхласа хăварасси – пурин тивĕçĕ, тĕп тĕллевĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code